30 января 2010 г.
2008-2009 вĕренÿ çулталăкĕ Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул коллективĕшĕн уйрăмах паллă пулса юлнă. Вĕсем «Шкул – ялти социаллă-культурăллă аталану центрĕ» проектпа республикăри конкурса хутшăнса иккĕмĕш вырăн йышăннă, 400 пин тенкĕлĕх грант выляса илнĕ.
Çак кунсенче вĕсем «Санăн çыннусем, тăван ял» ятпа брошюра кăларнă. Р. Айзатуллова, Л. Узбекова, В. Егорова, Л. Хисамутдинова, З. Мтеева, Р. Земдиханова, Р. Алеева педагогсен маттур та пултаруллă çынсем çинчен çырнă статйисем пурин кăмăлне те кайĕç. Çывăх вăхăтрах брошюрăна чылай ашшĕ-амăшĕ хак парĕ.