30 января 2010 г.
Нăрваш Шăхалĕнчи Владимир Александрович Митрофановпа эпир аслă ăрури çынсем. Пирĕн çамрăклăх Аслă вăрçăпа ун хыççăнхи йывăр çулсене çакланчĕ. Иксĕмĕре те «ĕç куршанакĕ» ир çып-çăнчĕ. Володя ултă çулта чухне ашшĕне вăрçа кайма ят тухать. Амăшĕ, Санька аппа, Патăрьелĕнчи Яковлевсен йăхĕнчен тухнăскер, икĕ çамрăк ачапа тăрса юлать. Унăн мăшăрĕ Сталинграда хÿтĕленĕ çĕре хутшăнать. Каярахпа вара Курск пĕккинче хыпарсăр çухалать.
Володя амăшне мĕн чухлĕ те пулин пулăшас тĕллевпе тăватă класс вĕренсе пĕтерсенех колхоз ĕçне хутшăнма тытăнать. Каярахпа фермăра скотникра ĕçлет, унтанах çара каять. Салтак пурнăçĕ Приморский крайра вырнăçнă авиаци чаçĕнче пуçланать. Кĕçех служба тивĕçне таса чун-чĕрепе пурнăçласа пынăран ăна кĕçĕн командирсем хатĕрлекен шкула вĕренме яраççĕ. Çакăн хыççăн чăваш каччине Белорусси республикинчи авиаци чаçне службăна малалла тăсма куçараççĕ. Кунта та Владимир Александрович чи кăтартуллă салтаксен йышĕнче пулать.
Виçĕ çул Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă хыççăн çамрăк каччă специальность илес тĕллевпе юлташĕпе Канашри механизаторсем хатĕрлекен училищĕне вĕренме кĕрет. Çулталăк хыççăн Саратов облаçне практикăна яраççĕ. Шăпах кунта ачасем вĕреннине ĕçре çирĕплетеççĕ.
Училищĕре вĕренсе диплом илнĕ хыççăн вĕсем ĕç стажне Казахстан республикинчи Караганда облаçĕнче пуçлаççĕ, хăйсен тăрăшулăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе палăраççĕ.
Çамрăк специалистсем алла тракторист правине илсен тăван яла таврăнса механизаторта ĕçлеме пикенеççĕ. Ăна тÿрех автомашина шанса параççĕ. Владимир Александрович 34 çул çак хисеплĕ ĕçре тăрăшать. Тÿрĕ чунлă водитель ахальтен мар ĕнтĕ тĕрлĕ шайри Хисеп ху-чĕпе хаклă парнене тивĕçнĕ. Вĕсенчен чи хисепли – «Ĕçри хастарлăхшăн» медаль.
Унăн мăшăрĕ, Мария Павловна та, ĕçчен те пултаруллă хĕрарăм. Вăл ялта кирпĕч хуракан ăстаçă шутланнă. А. Мулендеев ертсе пынипе вĕсем ялти культура, правлени, магазинсен çурчĕсене, ферма витисене тунă çĕрте ырми-канми тăрăшнă.
Ĕçчен те килĕшÿллĕ çемье виçĕ ывăл çуратса ÿстернĕ, пурне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Гена ывăлĕ тăван хуçалăхра аслă инженерта, Валерий Шупашкар районĕнчи пĕр ялта шкул директорĕнче тăрăшаççĕ. Илья та хăй пурнăçне тĕп хулапа çыхăнтарнă. Паян вара Митрофановсем иккĕшех хуçалăха тĕреклĕ тытса тăраççĕ.
Б. КОШКИН.