АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇУЛСЕНЕ УПРАМАЛЛА

30 января 2010 г.

«Чувашавтодор» предприятийĕн, Патăрьел ял поселенийĕн, райадминистрацин, ГИБДД уйрăмĕн представителĕсенчен йĕркеленĕ комисси январьте районти автоçулсене тишкерсе тухрĕ, чылай кăлтăксене палăртрĕ. Халăх çÿп-çапа, юра çул хĕррине е çул çинех тăкни те вĕсен шутне кĕрет. Çакă, паллах, çулпа йĕркеллĕ çÿреме кансĕрлет.

Раççей Федерацийĕн административлă Кодексĕнче 12.33 статья пур. Вăл çулсене, чукун çул урлă каçмалли вырăнсене, çÿреве йĕркелемелли техникăллă хатĕрсене сиенленĕшĕн, çула вараласа çÿреве кансĕрленĕшĕн административлă йĕркепе айăпласси çинчен калать. Ку вăл штрафланине пĕлтерет. 12.33 статьяпа килĕшÿллĕн уйрăм çынсене 300-500 тенкĕ, должноçри çынсене 500-1000 тенкĕ, юридициллĕ сăпатсене 5000-10000 тенкĕ тÿлеттереççĕ.

Çулсене упрамалла, таса тытмалла.

С. КУЗНЕЦОВ, ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика