30 января 2010 г.
Хальхи вăхăтра Раççейре этем сывлăхне наркотикла витĕм кÿрекен туртмалли хутăшсем сутасси анлăн сарăлнă. Тĕрĕслекен тата право йĕркине сыхлакан органсем тивĕçлĕ мерăсем йышăннă пулсан та çав хутăшсене Раççее кÿрсе килесси чакмасть. Туртмалли хутăшсенче галлюцинаци патне илсе пыракан, ăс-тăна хавшатакан ÿсен-тăрансем пур.
Раççей Федерацийĕнче туртмалли çак хутăшсем сарăлнă: Spice (Spice XXX, Spice Cold, Spice Diamond, Spice Tropical synergy, Pep Spice), EX-SES Platinum, SENCE, Dream Herbal insense, GENIE BLEND, YUCATAN PIRE, Happy Mix Dream, Zoom, SMOKE, Happy Mix Gente, Infinity, Yucatan Fire, Senckation.
Туртмалли хутăшсене магазинсенче те, интернет урлă та, уйрăм çынсем те сутаççĕ. Уйрăм çынсем халăх нумай пухăнакан вырăнсенче хуçаланаççĕ. Хутăшсене «пÿлĕме ырă шăршă кĕртмелли япала» тесе сĕнеççĕ.
Апат-çимĕç наука тĕпчев институчĕ тĕрĕсленĕ тăрăх хутăшсенче наркăмăшлă япаласем чылай, çавăнпа вĕсем çыншăн питех те хăрушă. Вĕсемпе усă курнине пула çынсем наркăмăшланнă, хăй çине алă хунă тĕслĕхсем сахал мар.
Туртмалли хутăшсене сутма Раççей Федерацийĕн Тĕп патшалăх санитари врачĕ 2009 çулхи апрелĕн 9-мĕшĕнче кăларнă йышăнупа чарнă. Апла пулин те сутакансемшĕн вăл чăрмав мар, пачах урăхла: хутăшсен составне ылмаштарсах тăраççĕ, сутма чарман синтетикăллă япаласем хушаççĕ.
Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн, туртмалли хутăшсене сутнине административлă Кодексăн 6.3 статйипе хаклама пулать.
Хальхи вăхăтра район прокуратури Роспотребнадзорăн территори управленийĕпе пĕрле магазинсене, ытти суту-илÿ вырăнĕсене тĕрĕслет. Айăплисене тупсан административлă йĕркепе айăплаççĕ, хутăшсене туртса илсе пĕтереççĕ.
Ю. ФУРАЖНИКОВ,
район прокурорĕ.