03 февраля 2010 г.
Ĕçлекен тата вĕренекен çамрăксене спорта анлăн явăçтарас, физкультурăпа спорта тата сывă пурнăç йĕркине халăх хушшинче пропагандăлас, йĕлтĕрпе чупакансен йышне ÿстерес тĕллевпе 2010 çулхи февралĕн 14-мĕшĕнче Патăрьел районĕнче «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2010» массăллă чупу ирттереççĕ.
Чупу Тăрăн ял поселенийĕн «Олимп» стадионĕнче пулать. Ял поселенийĕсенче ирттермелли ăмăртусен вырăнне хăйтытăмлăх органĕсем райадминистрацин вĕрентÿ пайĕпе килĕшсе палăртаççĕ. Вĕсем нормативлă право акчĕсене, обществăллă йĕркелĕхе, хутшăнакансемпе куракансен хăрушсăрлăхне тивĕçтермелле.
«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2010» ăмăртăва йĕлтĕр спортне юратакансем хутшăнма пултараççĕ, анчах вĕсен медицина справки кирлĕ.
17 çула çитменнисен врач хушни пулмаллах, 18 çултан аслăраххисен врач хушни кирлĕ тата хăйсен сывлăхĕшĕн яваплăх пирки хутшăнакан карточки çине алă пусмалла.
«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2010» ăмăртура çакăн пек дистанцисем пулаççĕ: VIP чупу – 2014 метр, 1992 çулта çуралнă тата çамрăкрах хĕрсемпе каччăсен – 3 километр, 1991 çулта çуралнă тата аслăрах хĕрарăмсемпе арçынсен – 3 километр, 1990 çулта çуралнă тата аслăрах хĕрарăмсемпе ар-çынсен – 3 километр.
Спорт уявĕ 11 сехет те 30 минутра уçăлать, ăмăртусем 12 сехетре тытăнаççĕ. 13 сехет те 20 минутра – ăмăртусен вĕçĕ тата наградăсем парасси.
«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2010» йĕлтĕр спорчĕпе туслисене пурне те старта йыхравлать.