03 февраля 2010 г.
Денис – шкулти волонтер юхăмĕн лидерĕ. Юлашки виçĕ çул хушшинче республикăри ача-пăча организацийĕн сле-чĕсен участникĕ. «Кенгуру», «Русский медвежонок», «Золотое руно» конкурссенче район шайĕнчи кăтартупа пĕрремĕш-иккĕмĕш вырăнсенче тăрать.
Кăçал Д. Кузнецов районта иртекен 6 предмет олимпиадине хутшăнчĕ. Обществознанипе, экономикăпа пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Ыттисемпе иккĕмĕшпе, виççĕмĕш вырăнсене тухрĕ.
Концертсен вăхăтĕнче сцена çинче курма пулать ăна. Шкулти «Тюнер» рок-ушкăнăн солисчĕ.
Денис пуçаруллă, ĕçчен, талантлă ача. Шанчăклă юлташ та вăл. Класри староста тивĕçĕсене пĕр улшăнмасăр пурнăçласа пырать.
Шупашкарти «Нацисен кросĕн» чупăвне хутшăнать Д. Кузнецов. «Горящие сердца» маçтăрсен конкурсĕнче районта пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Çавăн пекех «Мегаполис-2009» ачасен обществăлла пĕрлешÿ лагерĕн активисчĕ вăл.
Тĕслĕх илмелĕх пур Денисран. Çавăнпа тивĕçрĕ те ĕнтĕ сумлă стипендие.
Катя Кошкина – 11-мĕш «в» класран. Вĕренĕве вăл çă-мăллăн парăнтарать. Çавна май пĕлĕвĕ те çирĕп. Наукăпа практика конференцийĕсене, предмет олимпиадисене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илет. Кăмăллакан предмечĕсен шутĕнче истори, литература, обществознани тăрать.
Раççей шайĕнчи конкурссене Катя 2004 çултах явăçма пуçăннă. «Русский медвежонок», «Кенгуру» конкурссенчен пĕр çул та юлмасть. «Чăваш чĕкеçĕ», «Золотое руно», «British Buldog» конкурссенче те тивĕçлĕ баллсем пуçтарать вăл. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче «Ăслăлăх. Пултарулăх. Аталану» конференцинче «Право» секцинче пĕрремĕш, «Литература» секцинче иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Учитель çулталăкне халалласа ирттернĕ сочиненисен конкурсне паха ĕç тăратрĕ.
Обществăлла пурнăçа хастар хутшăнать Катя. Пĕрле вĕренекенсем хушшинче авторитетлă. Вĕренÿ енĕпе кирек кама та пулăшма хатĕр. Сăпайлă.
Шкулти аслă класра вĕренекенсен канашĕн членĕ К. Кошкина. Ÿркенменрен, тăрăшуллă пулнăран, тавракурăмĕ анлăран, пултарулăхне кура тăратнă та ĕнтĕ Катьăна Чăваш Ен Президенчĕн стипендиачĕ пулма.
А. АСТРАХАНЦЕВА.