АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсемпе кăмăллă

03 февраля 2010 г.

Çак кунсенче Турханти психоневрологи интерначĕн коллектив пухăвĕнче иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ вĕсемшĕн йĕрсĕр иртмен. Интернат 2009 çулта районта сывлăха сыхлас тĕлĕшпе тимлекен чи кăтартуллă объект пулса тăчĕ. Уйрăм çынсен çитĕнĕвĕ те коллектив савăнăçĕ. Çак çулах О. Шигабова «Районти чи лайăх тухтăр», Л. Сердюков «Районти ĕç сыхлавĕн чи лайăх инженерĕ» ятсене тивĕçни те паха.

Районта иртекен Республика кунĕн çулталăкне те Турхансем йĕрсĕр хăварасшăн мар. Çавна май интернат ертÿçи А. Бабаев коллективра пĕрлехи вăйпа татса памалли ыйтусене те çивĕчлетнĕ, иртнĕ çул кăтартуллă ĕçленисене Хисеп грамоти парса чыс тунă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика