АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван ялăм, савнă ял

03 февраля 2010 г.

Тăван ялăм, савнă ял, тетпĕр эпир хамăр çуралса ÿснĕ кĕтесе.

... Ача чухне çара уран чупса çÿренĕ урам... Тăван кил... Аттепе-анне... Тăвансем... Пур-ши татах та вĕсенчен хаклăраххи, чаплăраххи; Çук, паллах. Тăван тавралăхран, унти çĕр çинче çуралса вăй илнĕ вырăнтан, ман шутпа, илемли те çук. Тăван ял-йышпа кÿршĕ-аршăран хакли урăх пур-ши тата; Çук, паллах.

«Тăван çĕр-шыв – эс ман умра!

Тăван çĕр-шыв – эс ман юнра!

Тăван çĕр-шыв – эс сăввăмра!

Тăван çĕр-шыв – эс юррăмра!»

тесе çырать Раиса Сарпи. Тата миçе пин поэт, писатель хăйĕн çуралса ÿснĕ кĕтесне асра тытса сăвă, юрă шăрçаламан-ши!; Шутласа та пĕтерес çук!

Анат Туçара çуралса ÿснĕ эпĕ. Туçари вăтам шкулăн вунпĕрмĕш кла-сĕнче вĕренетĕп.

Пурăнмашкăн пирĕн ялта пĕтĕм услови пур. Почта, больница, шкул, темиçе лавкка вырнаçнă, çамрăксем валли кашни шăматкунах клуб уçăлать. Тата мĕн кирлĕ-ха; Темиçе çул ĕнтĕ кашни çурт газпа хутăнать. Телефон, компьютер та нумайăшĕн килĕнче пур. Шыв кĕртсе парас шанчăк пысăк. Хуларинчен пĕртте кая мар! Пурăнма çеç пĕлмелле...

Кам-ха хăйĕн ялĕн историйĕпе ан интереслентĕр, кашнийĕшнех кăсăклантарать. Вăл ваттисемшĕн те, çамрăксемшĕн те çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мана та тыткăна илчĕ.

XVII ĕмĕр варринче Пугачев восстанийĕ хыççăн Упа йăмри патĕнче çынсем çĕр пÿртсенче пурăннă. Путенесен, Çĕтĕксен, Тимĕрçĕсен йăх пуçĕсем йăл илнĕ унта.

Каярах вĕсем икĕ пая пайланса, пĕрисем Пăла шывĕ хĕрне анса, Шурти кас урамне пуçласа яраççĕ, теприсем Туçа никĕсне хываççĕ. Çапла вара çÿлерех асăннă йăх пуçĕсем Анат Туçа никĕслекенсем шутланаççĕ. Шурти кас Пăла тăрăх вырнаçнă пулнă. Анат Туçасем ку вырăнта чи малтан тымар янă. Çакăнта вĕсен тĕп вырăнĕ шутланать. Ун хыççăн Упакас, Арманкас урамĕсем йĕркеленеççĕ:

Пăла шывĕ хĕррипе,

Ларнă Анат Туçасем.

Туса илнĕ тыррине

Хатĕрлесе анасем.

Малтан ял пуçлакансем,

Долговсем, Кузнецовсем.

Щукинсем, Заплаткинсем,

Перепелкин йăхĕсем.

Çапларах йĕркеленсе, аталанса пынă Анат Туçа ялĕ. Çав вăхăт хушшинче ытти ялсем пекех палăрса чапа тухнă çынсемпе пуянланма ĕлкĕрчĕ вăл. Павел Ефимович Кузнецов, Михаил Герасимович Долгов, Илларион Евдокимович Перепелкин ... – çаксем вĕсем чи маттуррисемпе хастаррисем.

Юрататăп эпĕ хамăн тăван ялăма. Хамăн пурнăçа, ĕмĕт-туйăма унсăр курмастăп.

Паллах, пурнăç урапи мана çĕр-шывăн таçти кĕтесне те илсе çитерĕ, анчах эпĕ хам çуралса ÿснĕ вырăнсене ĕмĕрне те манас çук... Тăван тавралăхăн сывлăшĕпе кăкăр туллин сывлама пултарăп эпĕ, унăн илемĕсемпе куç туллин киленейĕп.

Ас тăватăп-ха ача чухнехи са-мантсене... Çуллахи шăрăх кунсенче аттепе Пăлана шыва кĕме çÿреттĕмĕрччĕ. Аппапа çĕр улми йăранĕсене ăмăртмалла çумлаттăмăрччĕ. Хам ĕмĕрти чи çутă самант-сем пек тăрса юлĕç вĕсем.

Шел пулин те, хальхи вăхăтра çамрăксем валли ялта ĕç вырăнĕ çукки шухăшлаттарать. Çавна пулах нумайăшĕ ĕçке ярăнать. Ял халăхĕшĕн тепĕр проблема вăл – урамсене çÿп-çап тăкни. Тирпейлĕрех пулмалла мар-ши пирĕн тесе каласшăн эпĕ. Вăл хамăршăнах лайăх. Ахальтен мар чăвашсен паллă ăсчахĕ Г. Волков çакăн пек каланă: «Тăван çĕрĕн тусанĕ те тăван, пылчăкĕ те пылак».

И. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика