03 февраля 2010 г.
Физкультура учителĕ П. Макаров тĕрлĕ енлĕ ăмăрту йĕркелет. Шкул директорĕ, физкультурăпа вĕрентекен М. Медведева тата ял тăрăхĕн пуçлăхĕ, малтан çакăнта ĕçленĕ Г. Медведев пулăшнипе вăл хальхинче гимнастика енĕпе иртрĕ. Спортсменсем хăйсен пултарулăхне акробатикăра, турник тата пĕрене çинче кăтартрĕç. Арçын ачасенчен Л. Медведев, В. Фролов, А. Лысов, А. Кудряшов çĕнтерчĕç. А. Кудряшов 3-мĕш класра çеç вĕренет пулин те пурне те тĕлĕнтерчĕ.
Хĕрачасенчен ăмăртăва хутшăнакансем йышлăн пулчĕç. Хĕрÿ тупăшура А. Семенова, Л. Антонова, М. Самделова, А. Ефремова ытларах балл пухса малти вырăна тухрĕç.
Л. АНТОНОВА.
Аслă Чемен ялĕ.