03 февраля 2010 г.
Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров ЧР Президенчĕ çумĕнчи наци проекчĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе ĕçлекен Канаш ларăвне тата Чăваш Енре Учитель çулталăкне уçнă çĕре хутшăннă.
Н. Федоров хăйĕн сăмахĕнче «Вĕрентÿ» наци проектне пĕрремĕш вырăна хунине палăртнă. Пĕтĕмпех воспитанирен тата пĕлÿлĕхрен пуçланать. Вĕсем экономика аталанăвĕн, конкурентлăх, халăх пурнăçне лайăхлатассин ăнăçлăхне татса параççĕ, тенĕ Президент.
Канаш ларăвĕ вăхăтĕнче Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицейра педагогика ассамблейи ĕçленĕ. Унта ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Г. Чернова вĕрентÿ 2009 çулта мĕнле аталанни çинчен каласа панă.
Н. Федоров Президент пĕлтĕрхи декабрьте учительсен шалăвĕ вăтамран 12632 тенкĕпе танлашнине, ку республикăра экономикăри вăтам ĕç укçирен 12 процент пысăкрах пулнине пĕлтернĕ.
Канаш ларăвĕнче ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Н. Суслонова «Сывлăх» наци проекчĕ, Ял хуçалăх министрĕ М. Игнатьев «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ, Хула строительствипе обществăллă инфратытăм аталанăвĕн министрĕ А. Гончаров «Раççей гражданĕсене – хăтлă та йÿнĕ хваттер» наци проекчĕ мĕнле пурнăçланса пыни çинчен каласа панă.