03 февраля 2010 г.
Кашни ашшĕ-амăшĕ ÿт-пÿ, ăс-тăн тĕлĕшĕнчен тĕреклĕ те йĕркеллĕ, çирĕп дисциплинăллă ачасем çитĕнтерме ĕмĕтленет. Анчах пурнăçра пурте аслисем шухăшланă пек пулса пымасть. Вылянчăк шухăшлă çул çитмен ачасем кирек хăш вăхăтра темĕнле тĕлĕнтермĕш те туса хума пултараççĕ. Шăпах çакнашкал ачасемпе ĕçлет те ĕнтĕ районти право йĕркине пăснине асăрхаттарас тĕлĕшпе тимлекен комисси. Пирĕн хаçат сотрудникĕ унăн секретарĕпе Владимир Васильевич Семеновпа тĕл пулнă, иртнĕ çулхи ĕçсемпе кĕскен паллаштарма ыйтнă.
– Сирĕн комисси çул çитмен ачасемшĕн – пĕчĕк суд. 2009 çулта административлă право йĕркине пăсса тĕрлĕ шайра преступлени тунисем йышлă пулнă-и;
– Районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекцийĕн сотрудникĕсем çамрăксем право йĕркине ан пăсчăр, преступлени ан туччăр тесе тăтăшах тĕрлĕрен мероприяти ирттереççĕ, рейдсем йĕркелеççĕ. Вĕсем хушшинчи криминаллă лару-тăрăва йĕркелесе пырас тĕллевпе те организациллĕ, практикăллă мерăсем йышăнсах тăраççĕ. Ку ĕçе йăлтах Раççей, Чăваш Ен саккунĕсемпе килĕшÿллĕн пурнăçласа пыраççĕ.
Çапах та çул çитмен ачасем преступлени тăвасси пĕтмест-ха. Вĕсенчен чылайăшĕ пирĕн комисси витĕр тухать. Пĕлтĕр, сăмахран, мĕн пурĕ ларусенче 101 ĕç пăхса саккунпа килĕшÿллĕн йышăну тунă, вĕсенчен 52-шĕ çул çитменнисемпе çыхăннă.
– Ытларахăшĕн мĕншĕн явап тытма тивет;
– Юлашки вăхăтра çул çитмен ачасем хăйсене аслăрах туяс тĕллевпе-ши эрех-сăра еннелле туртăнни сисĕнет. 15-16 çул тултарнăскерсем, ăнлансах е ăнланмасăр спирт тытăмлă шĕвек ĕçсе обществăлла вырăнта хăйсене кирлĕ пек тытмаççĕ. Пĕлтĕр çак сăлтавпа административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексăн 20.21 статйипе килĕшÿллĕн 32 ачана саккунпа айăпланă. 16 çул тултарман ачасемшĕн вара ашшĕ-амăшĕ явап тытнă. Çулталăк тăрăшшĕпе çакнашкал 15 тĕслĕх пулнă.
– Шкулта вĕренекен ачасем çакнашкал усал ĕçсене, преступленисене хăш вăхăтра туса ĕлкĕреççĕ-ха;
– Анализ çакна кăтартать: преступленисен ытларах пайĕ (66,7 проценчĕ) 18-24 сехетсенче пулать. Урăхла каласан, ачасем шăпах çак вăхăтра хăйсене ирĕклĕ кайăк евĕр тытаççĕ: вĕрентекен енчен тĕрĕслев çук, ашшĕ-амăшĕ те каçхине вунă сехет хыççăн урама тухма юраманнине çирĕп ыйтмасть. Çакă вара вĕсемшĕн тÿрĕ çултан пăрăнмалли чи лайăх меслет.
– Владимир Васильевич, паян ачасем тутă та, питĕ те çÿреççĕ. Çапах та çакна хакламасăр преступлени çулĕ çине тăракансем пĕрин хыççăн тепри тупăнсах тăраççĕ. Çакна эсир чăн малтанах мĕнпе çыхăнтаратăр;
– Юлашки 5-6 çулта çул çитмен ачасем преступлени тăвасси пĕр пек шайра пырать пулин те, кашнийĕнчех вăл маларахри çултан кăштах пысăкрах. 2009 çулта та вăл виçĕмçулхинчен 17,6 процент ытларах пулнă. Çакă чăн малтанах пирĕн, аслисен, айăпĕ, ĕçлесе çитерейменни тесе шутлатăп. Ача шкулта е çемьере çеç воспитани илмест. Вăл çынсем хушшинче, обществăра та ытларах пулать. Шăпах çавăн пек чухне ăна çирĕп тĕрĕслев, тимлĕх кирлĕ. Çавăнпа та, ашшĕ-амăшĕсенчен, учительсенчен, депутатсенчен, социаллă педагогсенчен, ытти яваплă çынсенчен йĕркеленĕ каçхи рейдсем ирттерни питĕ вырăнлă пулмалла. Милици инспекторĕсем çеç йĕрке туса пĕтереймĕç. Ун пек чухне ачасем саккунлăха пăхăнасси ÿсĕ, преступлени тăвасси чакĕ.
А. ЕГОРОВА калаçнă.