03 февраля 2010 г.
«Авангард» хаçатăн иртнĕ çулхи 90-мĕш номерĕнче Люляри пĕр çемье шăпи пирки «Ан йĕр эсĕ, Лена» ятпа материал пичетленĕччĕ. «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыр кăмăллăх акцийĕ вĕсен çемйине савăнăç çитерчĕ. Çак марафона хутшăнса Патăрьелĕнчи техникăллă инвентеризаци бюровĕн коллективĕ (ертÿçи В.П. Кудрявцев) Смирновсене компьютер парнелерĕ.
Пилĕк ача Ленăн: икĕ ывăлпа виçĕ хĕр. Ксения, Ирина, Алексей Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ М. Зейнетдинов патĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине çÿреççĕ. 12 çулхи Ксениян кăтартăвĕсем савăнтараççĕ. Вăл хăй виçеллисем хушшинче пĕр хутчен çеç мар ăмăртусенче çĕнтерсе республика чемпионĕ ятне тивĕçрĕ. Иртнĕ çул Пермь хулинчи ăмăртура иккĕмĕш вырăна тухрĕ.
14 çулхи Алешăпа саккăрти Ирина – районти ăмăртусен çĕнтерÿçисем.
Ачасем килте те маттур. Амăшне пулăшаççĕ. Çырла, кăмпа пуçтарса сутаççĕ, сиплĕ эмел курăкĕсем ха-тĕрлеççĕ.
Пурăнмалли çурт-йĕр программипе килĕшÿллĕн йышлă ачаллă çемье кăçал çĕнĕ çурт хута ярса кĕрес ĕмĕтлĕ.
А. ИВАНОВА.