06 февраля 2010 г.
Кашни çыннăн пурнăçĕнче асра юлмалли самантсем пур. Çĕнĕ Ахпÿртре çуралса ÿснĕ И. Евреевăшăн 2010 çул нихăçан та манăçран тухмĕ. Сăлтавĕ те пур: Ирина кăçал ЧР Президенчĕ Н. Федоров пултаруллă çамрăксене паракан стипендине илме тивĕçнĕ.
Мĕн ачаран Ирина тăван тăрăха юратнă, кашни кĕтес уншăн асамлăн туйăннă. Çавăнпах шкул пĕтерсессĕн те ялтан тухса кайма, пĕр-пĕр хулана кайса тĕпленме шухăшламан. Сутуçă профессине алла илнĕ хыççăн Çĕнĕ Ахпÿртрех юлнă. Каярахпа та çамрăк хĕрĕн пуласлăхĕ çак ялпах çыхăнать: В. Евреев мăшăрĕ пулма, ĕмĕр çулне пĕрле утса тухма килĕшет. Халĕ вĕсем икĕ ывăл пăхса ÿстереççĕ. Çурт та тăваççĕ, купаласа лартнă.
Ялта-и, хулара-и, çыннăн ик алла пĕр ĕç пулмалла. Укçи-тенки те пĕрмай кирлĕ, таткаланмаллисем тупăнсах тăраççĕ. Мĕн ачаран ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕрен, Ирина 1999 çулта Е. Мартышкин фермер патĕнче уй-хир ĕçченĕнче вăй хума тытăнать. Евгений Михайлович унăн тăрăшулăхне кура Чăваш Ен Президенчĕн стипендине илме документсем тăратать.
– Стипендиатсен списокĕнче эпĕ те пуррине пĕлтерсе анне шăнкăравларĕ. Хаçатра хамăн хушамата курмасăр пурпĕрех ĕненес килмерĕ, кайран вара питĕ хĕпĕртерĕм. Е. Мартышкин фермера çакăншăн питĕ пысăк тав, – тет Ирина савăннине пытармасăр. – Ку укçа пирĕншĕн питĕ пысăк пулăшу. Çурт тунă чухне ахаль те кашни пус шутра, çавăнпа стипендие банкрах пухса пырасшăн. Кайран пÿрт валли мĕн те пулин туянăпăр, куç курать.
Паллах, Евреевсем çак укçана çеç кĕтсе пурăнмаççĕ, çуллен сухан-севок çитĕнтереççĕ. Пĕлтĕр те вĕсем 30 килограмм сухан вăрлăхĕ акнă. Иринăн мăшăрĕ те килте тăмасть, Мускава е ытти хуласене ĕçлеме çÿрет.
– Пирĕн ĕçе курни, стипенди парса хавхалантарни питĕ пысăк чыс. Малашлăхра тата ытларах тăрăшса вăй хума хистет, – тет Ирина.
О. ПАВЛОВА.