АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх çыравне хатĕрленсе

06 февраля 2010 г.

Раççей халăхĕшĕн, пирĕншĕн 2010 çул ытти пулăмсемпе пĕрлех халăх çыравĕн çулталăкĕ пулнипе палăрса юлĕ. Ăна ăнăçлă та çÿллĕ шайра йĕркелесе ирттерсе ярас тĕллевпе районта иртнĕ çулах хатĕрленÿ ĕçĕсем пуçланнă. Кăçал вара планпа килĕшÿллĕн ытти мероприятисене йĕркелеме тивĕ. Ку тĕлĕшпе районта халăх çыравне хатĕрленсе ирттерсе яма çирĕплетнĕ комисси 2010 çулхи ĕç планне туса хатĕрленĕ. Çак кунсенче унăн анлă ларăвĕ пулнă. Унта комисси членĕсемпе пĕрлех ял тăрăх пуçлăхĕсем те хутшăннă. Ларăва комисси председателĕ, район пуçлăхĕ Н. Глухов хутшăннă, ертсе пынă.

Кун йĕркинчи тĕп ыйту – районта халăх перепиçне хатĕрленесси мĕнле пыни. Çакăн пирки районти çыравпа тимлекен уполномоченнăй Г. Афанасьев каласа панă.

– 2009 çулта районта çыравпа çыхăннă тĕп хатĕрленÿ ĕçĕсене пурнăçланă, кашни ялтах çуртсен тулли списокне тунă. Çак тĕллевпе участоксенче 24 регистратор ĕçленĕ. Вырăнсенчи участоксенче карттă улшăнă-вĕпе çыхăннă материалсене пурне те Чăвашстата тăратнă.

Кăçал халăх çыравне хатĕрленсе ăнăçлă, пахалăхлă ирттерсе ярас тĕллевпе 179 вăхăтлăх работнике ĕçе хутшăнтармалла. Ăна пĕлсе, тирпейлĕ йĕркелес тĕллевпе 2002, 2006 çулсенчи перепиçе хутшăннă опытлă çыравçăсене те явăçтарасшăн. Ĕçе тулли вăйпа пурнăçлама пире участоксенче çичĕ заведующи, 27 инструктор, стационарлă участоксенчи 14 переписчик, 107 переписчик, унсăр пуçне резервра тата 24 çын кирлĕ. Вĕсен кашнинех хăйсен тивĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçлама тивĕ.

Хальхи вăхăтра районта çырав участокĕсемпе инструкторсем валли пур енĕпе те шанчăклă вырăнсем суйласа илес ĕç пырать. Пÿлĕмсенче çырав хучĕсемпе ытти документсене упрама, çыравçăсемпе вĕрентÿ йĕркелеме кирлĕ условисем пулмалла. Ун пирки комисси председателĕпе калаçса килĕшмелле.

Халăх çыравне халăхшăн, унăн малашнехи пурнăçĕшĕн усăллă пултăр тесе йĕркелеççĕ. Вăл пирĕн çĕр-шыври демографи лару-тăрăвне, халăхăн социаллă пурнăçне тĕрĕс хак пама май парать. Çавăнпа та кăçалхи октябрĕн 14-25-мĕшĕсенче иртекен Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне районта ăнăçлă ирттерсе ярас тесе пурин те тăрăшмалла, – паллаштарнă Геннадий Иванович.

Анлă ларура М. Абдуллин тĕп специалист-эксперт комиссин кăçалхи ĕç планĕпе, район пуçлăхĕн çумĕ, райадминистрацин строительство тата обществăлла инфратытăм пай пуçлăхĕ И. Дикин адреслă хуçалăхсенче йĕрке тунă пирки, райадминистрацин социаллă аталану информаци тивĕçтерĕвĕ тата архив ĕçĕн пай пуçлăхĕ С. Викторов 2010 çулхи çыравччен халăхпа кирлĕ пек ăнлантару ĕçне пурнăçламалли çинчен тухса каланă.

А. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика