06 февраля 2010 г.
Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче Аслă Çĕнтерĕве халалласа сцена тата алă ăстисен фестивалĕ иртнĕ. «Çĕнтерÿ салючĕ» фестивальте Сăкăтри халăх хорĕ (ертÿçи Н. Толстов), Первомайскинчи «Шуçăм» фольклор ансамблĕ (ертÿçи В. Фролов), Канше-лĕнчи «Çăлкуç» халăх фольклор ансамблĕ (ертÿçи В. Верликов), «Солнышко» ача сачĕн тата Патăрьелĕнчи халăх театрĕн пултарулăх ăстисем хутшăннă.
Алă ĕçĕ тата ÿнер искусствин ăстисен курав-конкурсне «Çăкăр» халăх музейĕ, Патăрьел, Тăрăн, Ишлĕ ял тăрăхĕсем, культурăпа кану центрĕ ĕçсем тăратнă.