06 февраля 2010 г.
Чăваш Республикин Промышленноçпа энергетика министерствинче хăш-пĕр муниципаллă тытăмсен ертÿçисем хутшăннипе канашлу иртнĕ. Унăн кун йĕркинче пĕр ыйту пулнă – усă курнă çут çанталăк газĕшĕн тÿлемелли парăмсене татасси.
«Чăвашрегионгаз» пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ К. Мифтахутдинов газ хуçалăх служби сивĕ çанталăксене пăхмасăр йĕркеллĕ ĕçлесе пынине палăртнă. Сывлăшри температура чакса пынă май газ çунтарасси ÿссе пынине пĕлтернĕ.
Газ хуçалăхĕ хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçласа пырать, анчах та клиентсем газпа усă курнăшăн тÿлемеççĕ иккен. Гендиректор ку енĕпе Çĕмĕрле хули, Канаш, Вăрмар, Хĕрлĕ Чутай, Тăвай районĕсем начар ĕçленине асăннă.