06 февраля 2010 г.
Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче отчетпа суйлав пухăвĕсем тытăнчĕç. Кăçал та ăна «Красное знамя» хуçалăх малтан пуçларĕ.
«Красное знамя» кооператив лайăх ĕçлесе пыраканнисенчен пĕри, 2009 çула вĕсем тупăшпа вĕçлерĕç. Шалу парассине те пĕлтĕр 25 процент ÿстернĕ. Хуçалăхра вăй хуракансен ĕç укçи вăтамран 7 пин тенкĕпе, натура тÿлевĕпе пĕрле 9 пин тенкĕпе танлашнă.
Иртнĕ çу шăрăх та типĕ килчĕ, çавăнпа çĕр ĕçченне сахал мар йывăрлăх тиврĕ. Çакă тухăçра, выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте лайăх курăнать. «Красное знамя» хуçалăхра кăтартусем начар мар, анчах виçĕмçулхинех çитмеççĕ.
Хуçалăх ертÿçи П. Никифоров пур айăпа та çанталăк çине йăвантармалла маррине, çитменлĕхсене ĕçлекенсен хăйсенче те шырамаллине каларĕ. Акă, тырă вырнă чухне çухатусем палăртнинчен ытларах пулнă. Тĕш тырă уйĕсенче хир сĕлли, пиçен ытларах «хуçаланнă» лаптăксене фуража яма тивнĕ. Агротехникăна кирлĕ пек пăхăнмалли, çум курăклă анасене икшер хут дискламалли пирки Петр Николаевич хăйĕн отчечĕнче палăртсах каларĕ.
«Красное знамя» хуçалăх вăрлăх туса илессипе ĕçлекен предприятисенчен пĕри. Çавна май кунта элита, суперэлита вăрлăхсене кăна никĕсе хываççĕ. Вĕсене те вăхăтра апатлантармасан тупăшне курма çук. Пĕлтĕр 400 тонна ытла удобрени туяннă, юлашки çулсенче кун пек тĕслĕх пулман. Кăçал вара комплекслипе усă курма палăртнă.
Халь хуçалăхсенче ют ялсенчен, кÿршĕ районсенчен илсе килсе ĕçлеттересси йăлана кĕчĕ. Сăкăта та маларахри çулсенче 100 çынран кая мар килнĕ, 2009 çулта кооперативра вăй хуракансемпех ĕçе вĕçленĕ.
П. Никифоров акара, вырмара тăрăшса вăй хунă механизаторсене, комбайнерсене, водительсене ырăпа асăнчĕ, тав турĕ. «Уй-хир карап» хуçисен çĕнĕ техникăпа вăй хума ăсталăхне ÿстермеллине те асăнчĕ.
Кооперативра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе те аван тимлеççĕ. Кунта ĕне-выльăх 546 пуç, сăвăнаканнисем – 200. Шутне çуллен ÿстерсе пыраççĕ, кăçал та 20-30 пуç нумайлатасшăн. Сĕт суса илессипе те лайăх ĕçлеççĕ. Ĕне ферми 2009 çула тупăшпа вĕçленĕ пулсан, сысна ферми – тăкакпа. Сыснасен ÿт хушаслăхĕ пĕчĕк, çакă чăрмантарнă та ĕнтĕ укçа ытларах кĕртме.
Кил-çуртра куллен пĕр пăта та çапмасан вăл юхăнать, теççĕ халăхра. Хуçалăхра та çаплах, яланах юсаса, çĕнĕ япала туянса тăмалла. Пĕлтĕр кооперативра техника та илнĕ, фермăсене те улшăну кĕртнĕ. Шыв пăрăхĕсене улăштарнă, холодильниклĕ пулнă. Стройка ĕçĕпе кăна çичĕ миллион тенкĕ тăкакланă.
«Красное знамя» вĕлле хурчĕсемпе те начар мар ĕçлет, çулленех вĕсене пакетсем туса сутаççĕ. «Ылтăн» хуртсенчен тупăш 44 пин тенкĕ кĕнĕ.
Техника паркĕнче çур акине хатĕрленме пуçланă. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянма тытăннă. Отчет пухăвĕнчех кивелнĕ, юрăхсăра тухнă трактор-машинăна шутран кăларассине пăхса тухрĕç.
Хуçалăхра пекарня, пилорама, шурă çăнăх арманĕ пур. Вĕсемпе кооперативсăр пуçне ял çыннисем те усă кураççĕ. Хăма çуртарнă, çăнăх авăртнă çĕрте тăкакĕ ытларах, кăçал вĕсемпе май пур таран тупăшлăрах ĕçлемеллине каларĕç.
Пухăва килнисене П. Анюров тĕп экономист хуçалăх кăçал мĕн-мĕн акса-туса илме палăртнине каласа пачĕ. Тĕш тырă 750 гектар, çĕр улми 160, севок 15 гектар çитĕнтерме шухăшлаççĕ Сăкăтсем.
Сăнав комиссийĕн председателĕ В. Чернов иртнĕ çулхи ĕçсене тĕплĕн тишкерсе тухрĕ, çитменлĕхсемпе лайăх енсене каларĕ.
«Красное знамя» хуçалăхăн отчет пухăвĕнче Ю. Чернов зоотехник, Н. Надин инженер, ял тăрăх пуçлăхĕ В. Кузнецов, А. Падусев шкул директорĕ тухса калаçрĕç. АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай начальникĕ М. Калмыков та пухăва хутшăнчĕ, сăмах илчĕ. Вăл çамрăк кадрсем хатĕрлесси, çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртесси патне тимлĕх ытларах уйăрмаллине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех пухура АПК предприятийĕсен районти профсоюз конференцине кайма делегатсем суйларĕç, ĕç килĕ-шĕвне пăхса тухрĕç.
Пухура чуна хумхантаракан самант пулчĕ. Механизаторта 44 çул вăй хунă Анатолий Николаевич Назарова «Красное знамя» кооперативăн хисеплĕ ĕçченĕ» ята парса чысларĕç. Тивĕçлĕ канăва кайнисем, ĕçре маттуррисем те парнеллĕ пулчĕç.
«Красное знамя» хуçалăха П. Никифоров 19 çул ертсе пырать. Экономика кризисĕнче те малаллах талпăнма вăй тупни, çитĕнÿсем туни ертÿçĕ пултарулăхне, специалистсемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçленине кăтартать. Çирĕп хуçалăх хуть хăçан та ял çыннин тĕревĕ, çакна тĕпе хурса тăрăшаççĕ Сăкăтсем.
О. ПАВЛОВА.