АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çинче асăрханма сăлтавĕ пысăк

06 февраля 2010 г.

Иртнĕ çул Чăваш Республикинче аварисен шучĕ чакнă пулин те пирĕн районта вăл ÿснĕ. Çакă, паллах, пăшăрхантарать. Пĕлтĕр район территоринче çуран утакансем хутшăннипе çул çинче вунă инкек пулнă. Вĕсенче пиллĕкĕшĕ аманнă, улттăшĕ вилнĕ.

Пĕлтĕр районта водительсем çуран пыракансене çул паманнипе çыхăннă 143 тĕслĕхе шута илнĕ. Çавăнпа та кирек мĕнле транспорт хуçи те инспекторсем куçăма кăтартса тăман чухне çул урлă каçакансене чăн малтан ирĕк памалла. Кирек мĕнле пулсан та каçмалли паллă çине автомашинăпа кĕрсе кайма юрамасть.

Çĕр-шывра транспорта аталантарас тесен, чăн малтанах водительсен çирĕп дисциплина пулмалла, уйрăм граждансен вара урамсемпе çул çинче мĕн пур йĕркене пăхăнмалла. Çак хăнăху пулсан çеç кăтартусем лайăхланĕç.

Пĕлтĕрхи 12 уйăхра, сăмахран, çынсем çул-йĕр правилине пăхăнманран е пĕлменрен 1241 гражданина административлă майпа айăпланă. Çавăнпа та пирĕн пĕрремĕш тĕллев – район халăхне çул çинчи, урамри йĕркесене çирĕп хăнăхтарасси, лару-тăрăва кура тĕрĕс йышăну тума вĕрентесси.

Водительсенчен чылайăшĕ çуран çын, çÿревçĕ кам иккенне пĕлмеççĕ курăнать. Çуранçă шутне инвалид коляскипе, велосипедпа, мопедпа, мотоциклпа, лаша çунипе, урапипе, ача коляскипе çула тухнисем кĕреççĕ. Çулпа вĕсем иртсе пынă чухне асăрхануллă пулмалла. Анчах та çуран çÿренсен тротуарсемпе пыма тăрăшмалла. Вăл çук пулсан, çул айккипе утмалла.

Çĕнĕ çулталăк пуçланчĕ çеç темелле. Вăл инкек-синкексĕр, аварисĕр ирттĕр тесен, çула тухсан пурин те асăрхануллă пулмалла: водителĕн те, çуран утаканăн та. Çавăн чухне çеç çул çинче çирĕп йĕрке пулĕ.

С. КУЗНЕЦОВ,

райшалĕçпайĕн ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика