06 февраля 2010 г.
Эпĕ Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкула çÿретĕп. Вĕренÿ çурчĕ пысăк та илемлĕ, çутă та хăтлă. Шкул йĕри-тавра хамăр алăпа лартнă хĕрлĕ, сарă, кĕрен тĕслĕ чечексем çуллапа кĕркунне чуна илĕртеççĕ.
Çутă классем, кабинетсем, пысăк спортзалсем хăтлă та тирпейлĕ. Ырă та кăмăллă учительсем пире яланах пулăшаççĕ, туслă та хастар пулма вĕрентеççĕ. Вĕсем пирĕншĕн çывăх юлташсем те, туссем те.
Н. ПОЛЯКОВА.
Чечеклен, тăван ен
Юхма тăрăхĕнче ĕçчен те туслă халăх пурăнать. Чăвашсем, тутарсем, вырăссем, ирçесем тата ыттисем те. Эпир туслă, пĕр çемьери пекех пурăнатпăр.
Патăрьел хĕрринче Пăла юхса выртать. Мĕн чухлĕ сăвă, юрă хывман-ши çак юхан шыв çинчен; Мĕн чухлĕ тыткăнламан-ши вăл поэтсене, писательсене хăйĕн илемĕпе;
Чăнах та пуян пирĕн Патăрьел çĕрĕ. Чечеклен, илемлен, аталан, Патăрьел.
М. МОИСЕЕВА.
Савнă Патăрьелĕм
Хамăр пурăнакан çĕр-шыва эпир тăван кĕтес тетпĕр. Манăн юратнă ял вăл – Патăрьел. Эпĕ кунта çуралнă. Манăн чи çывăх çынсем те çак Патăрьел çĕрĕ çинчех тĕпленнĕ. Аттепе аннепе, асаттепе асаннепе Пăла хĕрринче вырнаçнă урамра пурăнатăп.
Патăрьел çулран-çул хула евĕр çĕкленет. Çĕнелсе, илемленсе пырать. Физкультурăпа спорт комплексĕ хута кайрĕ. Унта ватти-вĕтти те сывлăха çирĕплетме пултараççĕ. Эпир те тăтăшах çÿреме тăрăшатпăр.
Эпĕ хамăн тăван кĕтесе питĕ юрататăп. Савнă ял яланах чечекленсе, илемленсе пытăр.
Н. ПОЛЯКОВА.
Тăван кĕтес
Маншăн тăван кĕтес вăл эпĕ çуралнă Тăрăн ялĕ. Тăрăн ялĕ районти ватă ялсенчен пĕри. Пирĕн ялта чиркÿ пур. Вăл Николай Чудотворец ячĕпе хисепленсе тăрать.
Тăрăн ялĕ питĕ илемлĕ вырăна вырнаçнă. Урамĕсем тикĕс, çурчĕсем капмар. Ял çумĕнче Пăла юхса выртать. Хăйĕн илемĕпе ачасене илĕртет.
Тăван кĕтеспе мухтанатăп, савăнатăп.
Н. САМАКИН.