АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тинĕс «чĕр чунĕсем» унчченех пулнă

06 февраля 2010 г.

Хĕл варринче вак касса шыва кĕни (паллах, бассейнра мар) хальхи вăхăтра çĕнĕ япала мар. Урăхла каласан, ун пек çынсене «тинĕс чĕр чунĕ» (морж), теççĕ. Ку «чир» пирĕн района та ерчĕ курăнать.

Пирĕн тăрăхра Кăшарни кунĕнче шыва кĕресси чылай малтан, 1934 çултах пулса иртнĕ. Ăна пуçараканĕ Козловка-Пăлакассинчи 27 çулхи кĕрнеклĕ каччă Александр Егорович Чернов пулнă. Ашшĕпе амăшĕ вилсен чылай çул пĕччен пурăннă вăл. Ашшĕ çинчен аса илсе Патăрьелĕнче пурăнакан аслă хĕрĕ В. Гордеева çапларах каласа кăтартрĕ:

– Эпĕ ун чухне çуралман пулнă. Каярахпа анне каласа панине лайăх ас тăватăп. Атте, пĕччен пурăннăран, юр çинче çарран çÿреме никамран та именсе тăман. Шыв ăсма çарран тухнă, кашни ирех пахчана тухса кăкăр таран юрпа çăвăннă. Вĕри мунчара çапăннă хыççăн, юр çинче çарамас йăваланнă. Пĕр сăмахпа каласан, çапла майпа хăйне сивве хăнăхтарнă. Пĕррехинче темшĕн тусĕсем унпа хĕлле шыва кĕресси пирки тавлашса каяççĕ. «Атте Кăшарнире Çĕнĕ Ахпÿрт тĕлĕнчи Пăла шывĕ çинчи тарăн вырăнта вак кастарса шыва кĕме хатĕрленет» текен хыпар таврара хăвăрт сарăлать. Кĕтнĕ кун çитет. Халăх Юхма пасарĕнчен пĕрре те кая мар пухăнать. Шартлама сивĕ. Сурсан сурчăк та çĕре ÿксе çитеймен, пăрланса ларнă, тет. Атте вара васкамасăр салтăнса вакка сикет, виçĕ хутчен сивĕ шывра чăмса тухать. Вакăран тухма пикенсен, тепĕр хутчен шыва анса каять.

Тавлашу ахальтен пулман ĕнтĕ. Атте унта хăйĕн сăмахне çирĕп тытса, хăйĕн чăтăмлăхĕпе тата тÿсĕмлĕхĕпе курма килнĕ халăха тĕлĕнтерсе çиеле тухать, пысăк парнене çĕнсе илет, – вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Валентина Александровна.

Н. ВОЛКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика