06 февраля 2010 г.
Треньелĕнче футбол вăййи пысăк хисепре. Çавна пула кунта тăтăшах тĕрлĕ ăмăрту-турнир ирттереççĕ. Треньел шкулĕн директорĕ пулнă А.Т. Краснова асăнса турнир йĕркелесси йăлана уйрăмах çирĕп кĕчĕ. Кăçал та вăл çÿллĕ шайра иртрĕ. 12 команда хутшăнчĕ унта. Треньелĕнчен кăна 3 команда.
Ăмăртăва чаплăн уçнă çĕре район пуçлăхĕ Н. Глухов, ЧР Ял хуçалăх министрĕн çумĕ А.Т. Краснов хĕрĕ С. Енилина, тепĕр хĕрĕ Е. Михайлова, Тăрăн ял поселенийĕн пуçлăхĕ В. Рубцов хутшăнчĕç, спортсменсене саламласа çитĕнÿсем сунчĕç.
Çивĕч тĕл пулусем хыççăн финала Треньелсен «Керамик» тата «Темп» командисемпе Сăкăт команди тухрĕç. Пĕр-пĕринпе вылянă хыççăн пĕрремĕш вырăна «Темп» çĕнсе илчĕ, иккĕмĕш вырăнта «Керамик», виççĕмĕшĕнче – Сăкăт футболисчĕсем. «Чи лайăх вратарь» ята С. Толстов (Сăкăт), «Чи лайăх вылякан» ята И. Шуворов («Темп») тивĕçрĕç. «Чи лайăх чирлекен» ята тивĕçнисене те чысларĕç.
(Хамăр корр.).