АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патăрьелсем каллех пĕрремĕшсем

06 февраля 2010 г.

Январь уйăхĕн вĕçĕнче Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта алă вăйĕ виçессипе (армспорт) 16 çул тултарман каччăсемпе хĕрсен Чăваш Республикинче мала тухмалли ăмăртăвĕ иртрĕ. Сăмах май каласан, çак йăлана кĕнĕ тупăшу январь вĕçĕнче яланах Патăрьелĕнче иртет. Юлашки çулсенче унта Патăрьел районĕн пĕрлештернĕ команди çĕнтерсе пырать. Хальхинче те çаплах пулчĕ: район спортсменĕсем каччăсен хушшинче те, хĕрсен ушкăнĕнче те мала тухрĕç. Пĕрремĕш вырăншăн кубок çĕнсе илчĕç. Шупашкар тата Канаш районĕсен атлечĕсене кая хăварчĕç.

Алă вăйĕ виçекенсем пурĕ 16 виçере тупăшрĕç. Хăйсен виçисенче О. Бузакина, И. Кутузова, И. Кошкина, А. Алеев, И. Ишмуратов, М. Шашкин, Р. Семенов çĕнтерчĕç. Е. Алжиков, А. Исаев, Р. Садыров, А. Галялетдинов, М. Ялуков, А. Коннов, А. Кипятков, И. Захаров, Ф. Тумаков, А. Янешев, А. Калькина, И. Кириллова, Р. Шарафутдинова, М. Егорова, Т. Митрофанова, Ю. Урусова, Л. Пазюкова, М. Ильясова призерсен шутне кĕчĕç. Вĕсем Нăрваш Шăхаль, Аслă Чемен, Турхан, Туçа, Шăнкăртам, Патăрьел шкулĕсенче вĕренеççĕ.

Турнирăн финалĕнче абсолютлă пĕрремĕш вырăншăн хăйсен виçисенче мала тухнисем тупăшрĕç. Çак çивĕч ăмăртура 16 тултарман каччăсемпе хĕрсем хушшинче Руслан Семенов Чăваш Республикинче хăй чи вăйлине кăтартса пачĕ, спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçларĕ. Вăл Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта 10-мĕш класра вĕренет.

И. АЛЕЕВ, тренер.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика