06 февраля 2010 г.
1990 çулта çуралнă тата çамрăкрах хĕрсемпе каччăсем йывăр атлетикăра Чăваш Республикинче мала тухассишĕн Шупашкарта ăмăртрĕç. Хăйсен виçисем тăрăх М. Камасова (Н. Шăхаль) – 1-мĕш, И. Исаева (Патăрьелĕнчи 1-мĕш шкул) – 2-мĕш, В. Леонтьев (Алманчă) – 3-мĕш, Д. Давыдов (Н. Шăхаль) – 3-мĕш, Е. Кириллов (Н. Шăхаль) – 3-мĕш, А. Мышов (Алманчă) 1-мĕш вырăн йышăнчĕç. А. Мышов спорт мастерĕн кандидачĕн нормине пурнăçларĕ. Вĕсене С. Платонов, Н. Зимин, Н. Трифонов тренерсем хатĕрленĕ. Район команди иккĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ.
Шупашкарта ирĕклĕ майпа кĕрешсе Чăваш Республикинче мала тухассишĕн 1993-1994 çулсенче çуралнă хĕрсемпе каччăсем тупăшрĕç. Унта А. Лисицына (Сител) – 1-мĕш, А. Выросова (Сител) – 2-мĕш, Л. Кудимова (Сител) – 3-мĕш, Д. Чинкина (Х. Пикшик) 1-мĕш вырăнсене йышăнчĕç. Тренерĕ – М. Зейнетдинов.
Шкул ачисен спартакиадин программипе килĕшÿллĕн Патăрье-лĕнче хĕрачасемпе арçын ачасен командисем волейболла вылярĕç. Арçын ачасем хушшинче Алманчă шкулĕн команди 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Туçа шкулĕн команди – 2-мĕш, Тутар Сăкăт шкулĕн команди 3-мĕш вырăнта. Хĕрачасен ушкăнĕнче Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти волейболисткăсем çĕнтерчĕç. Вĕсем хыççăнхи вырăна Первомайски вăтам шкулĕн, 3-мĕшне Турхан вăтам шкулĕн спортсменкисем йышăнчĕç.
А. АЛЕКСЕЕВ.