10 февраля 2010 г.
«Тăван республикăмăрăн тĕп уявĕччен – çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕччен – вăхăт нумай юлмарĕ. Çавăнпа та ăна лайăх кĕтсе илсе сумлă палăртас тесен паянтан пуçласа кунĕн-çĕрĕн ĕçлемелле», – тесе уçрĕ Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров кăçал Республика кунне йĕркелесе ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен комитетăн пĕрремĕш ларăвне. Çавăнпа пĕрлех уяв мероприятийĕсене çÿллĕ шайра ирттерес тесен çакăншăн яваплă кашни çыннăн çичĕ хут тар кăларса тăрăшмаллине аса илтерчĕ Николай Васильевич: «Пысăк уяв туйăмĕпе ĕçлесен вăл савăнăçлă, кăмăллă иртĕ...» Чăннипех, çапла пулма кирлĕ те. Мĕншĕн тесен кăçал пĕтĕм халăх Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартса рейхстаг çинче Çĕнтерÿ ялавне çакнăранпа 65 çул çитет. Республика историйĕнче те пĕлтерĕшлĕ пулăм: 90 çул каялла чăвашлăхшăн, унăн кун-çулĕшĕн вышкайсăр пысăк ĕç тунă – автономи облаçĕ йĕркеленни çинчен калакан документа алă пусса çирĕплетнĕ.
Чăваш Республикин экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министрĕ Иван Моторин «Раççей-2010-2020: кризис хыççăнхи управлени, тытăм улшăнăвĕсен аталанăвĕ» темăпа иртекен III экономика форумне кĕтсе илме хатĕрленсе мĕн-мĕн тунипе паллаштарчĕ. Форум программипе килĕшÿллĕн мероприятисем пуçланнă ĕнтĕ.
Республикăн пĕлтĕрхи Кунĕнче тĕп хулари Хĕрлĕ лапамра çеç мар, республикăри районсенче чăвашсен, пушкăртсен, украинсен, итальянсен, чукчасен, нимĕçсен, вырăссен, ытти вун-вун халăхăн юрри-кĕввипе, ташши-çеммипе килентĕмĕр. Халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри ХVIII «Раççей çăл куçĕсем» фестивалĕ хальхинче те Республика кунне уявлакан тĕп самантсенчен пĕри пулĕ. Шупашкарта çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри VIII «Руç ăстисем» конкурс малалла тăсăлĕ, тĕрĕ тĕрлекенсем, капăр çи-пуç хатĕрлекенсем, йывăçа касса эрешлекенсем, тăм тетте тăвакансем, ытти ăста хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарĕç, Чăваш Ен Президенчĕн призне çĕнсе илессишĕн тупăшĕç. Çакă тата ытти çинчен Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Роза Лизакова тĕплĕ каласа кăтартрĕ.
Тĕп уяв, паллах, Шупашкарта иртет. Уяв хăнисене Патăрьел районĕ те хапăлласа кĕтет. Икĕ пуçлăх, икĕ Николай Иванович – Емельяновпа Глухов – хăйсен патĕнчи мероприятисен планĕсемпе паллаштарчĕç.
Пуян та тулли уяв программи, канупа культура репертуарĕ. Хальлĕхе палăртнă тăрăх уява çĕр-шыври 20 ытла регионри тата чикĕ леш енчи темиçе патшалăхри коллективсем хутшăнассине пĕлтернĕ.
Йĕркелÿ комитечĕ мероприятисен планне хушăмсем кĕртсе çирĕплетрĕ.
(«Хыпар»).