10 февраля 2010 г.
Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче Вĕрентекен çулталăкне сумлă лару-тăрура уçрĕç. Унта район пуçлăхĕ Н. Глухов, Чăваш патшалăх университечĕн президенчĕ Л. Кураков академик, вĕрентÿ пайĕн ертÿçипе шкулсен коллективĕсем, педагогика ĕçĕн ветера-нĕсем хутшăнчĕç.
Малтанах Н. Глухов сăмах илчĕ. Вăл уявпа саламланă май, педагогсен, вĕренекенсен çитĕнĕвĕсене палăртрĕ, тивĕçлисене Тав хучĕсем пачĕ. «Вĕрентекен çулталăкĕ обществăри позитивлă улшăнусен пуçламăшĕ пулĕ, шкулсем, учительсем патне тимлĕхе ÿстерĕ, вĕрентĕве аталантарас ĕçе инвестицисем хумашкăн патшалăха, бизнеса, меценатсене хушма хавхалантару кÿрĕ», – терĕ вăл. Л. Кураков вĕрентÿ кашни çын пурнăçне пырса тивнине палăртрĕ. Пытарма кирлĕ мар ĕнтĕ: учителĕн тăрăшуллă ĕçне, вăл çитĕнекен ăрăва юратнине, кашни ачара уйрăм талант тупнине кура çын юратнă професси суйласа илме пултарать, хăйĕн пурнăç çулне тĕрĕс палăртать.
Педагогика коллективĕсем, вĕренекенсем пултарулăхне кăтартрĕç. Ĕçре çеç мар, юрă-ташăра та ăста иккен вĕсем. Чăвашла, тутарла, вырăсла шăранакан юрăсем тарăн шухăша ячĕç, хавхалантарчĕç, хăпартлантарчĕç. Концерта вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисен хорĕ вĕçлерĕ.
Районта учитель историйĕ пуян. Вăл тарăн тымар янă. Чĕмпĕрти И. Яковлев шкулĕнчен пуçласа Патăрьелĕнчи педагогика училищи сахал мар ăста кадрсем хатĕрленĕ. Паян та педагогсен çитĕнĕвĕ савăнтаратех.
52 муниципаллă вĕренÿ учрежденийĕнчен 34-шĕнче вăтам тата пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ илеççĕ. 15 ача сачĕ, хушма пĕлÿ паракан 3 учреждени районта. Вĕсемсĕр пуçне професси училищипе Чăваш патшалăх университечĕн филиалĕ те малалла пĕлÿ парас ĕçе илсе пыраççĕ.
Паян шкулсенче 5386 ача пĕлÿ пухать.
(Хамăр корр.).