10 февраля 2010 г.
Интереслĕ мероприятисемпе пуян пулчĕ Çĕньялти вăтам шкулта иртнĕ математика эрни. Ăна Н. Иванова вĕрентекен йĕркелесе ертсе пычĕ.
Эрне литература композицийĕпе пуçланчĕ. Ăна математика кружокне çÿрекенсем хатĕрленĕ.
Предмет презентацийĕсем тăвассипе Л. Ухварина, О. Пазитова, М. Карзакова чи маттуррисем пулчĕç.
Викторинăра И. Михеевăпа В. Дмитриев çĕнтерчĕç. А. Филиппова, О. Пазитова, Е. Макаров, С. Шакин хăйсен тавçăрулăхĕпе палăрчĕç.
«Математикăри çапăçу» конкурсра 9-мĕш тата 7-мĕш классем çĕнтерчĕç.
«Вăйсăр звенора» чи вăйли Е. Маркизова пулчĕ.
«Математика марафонĕ» интереслĕ иртрĕ. Кунта кашни класрах ачасем хăйсем хушшинче ăмăртрĕç. 9-мĕш класра – М. Карзакова, С. Захаров, А. Филиппова, вуннăмĕшĕнче – И. Михеева, А. Антипова, Е. Марки-зова, вунпĕрмĕшĕнче – А. Шихранова, С. Макаров чи нумай очко пухма пултарчĕç.
Кашни класрах стена хаçачĕсем кăларчĕç, 6-мĕш, 8-мĕш, 9-мĕш класра вĕренекенсен хаçачĕсене чи лайăххисем тесе палăртрĕ жюри.
Эрнене пĕтĕмлетнĕ май Тав хучĕсем илме тивĕçнисем татах та пулчĕç: А. Антонов фоторепортер, А. Елимов, В. Ларионов, Ф. Тямин, А. Петров конкурссемпе викторинăсене ирттерес ĕçре пысăк пулăшу кÿчĕç.
А. МАКАРОВА.