АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкула кайма маларах хатĕрленмелле

10 февраля 2010 г.

Сирĕн çемьере пысăк савăнăç: кăçал пĕрремĕш класа каймалли ача пур. Пурнăçра сентябрь уйăхĕ темиçе хутчен те пĕр сисĕнмесĕрех ирте-ирте кайнă ĕнтĕ, анчах чи асра юлаканни вăл – харпăр хăй ачи шкула çÿреме пуçланă авăн уйăхĕ.

Юлашки çулсенче пĕрремĕш класс ачисен ашшĕсемпе амăшĕсем палăрмаллах çамрăкланчĕç. Вĕсем хушшинче вăтам тата аслă пĕлÿ илнисем нумай.

Çитĕнекен ăру шкула кайма хатĕрленсе çитнĕ пулсан, вăл лайăх вĕренме пултарать. Пĕрремĕш класра вĕренекенскерĕн хăйне тивĕç çĕнĕ ĕçсем хушăнаççĕ. Шкул вăл – çĕнĕ хутшăнусен тĕнчи. Ашшĕ-амăшĕн пĕрремĕш класра вĕренекен ачана пулăшса тăмалла, уншăн тăрăшмалла, унăн шкулти ĕçĕсемпе кăсăкланмалла. Япăх паллă илни те, тĕрĕс мар саспаллишĕн учительница асăрхаттарни те, юлташĕпе хирĕçни те ачана хытă пăшăрхантарать. Анчах ывăлăра е хĕрĕре виçесĕр юратса ан иртĕхтерĕр, унăн пур ыйтăвĕсене те тивĕçтерме ан васкăр. Ăна хăй тĕллĕн шухăшласа ĕçлеме, ĕçре пуçаруллă пулма май туса парăр. Хăвăр ача вĕренекен класс пурнăçне вăл каласа панă тăрăх çеç мар, вĕрентекенпе тачă çыхăну тытса пĕлсе тăрăр.

Çапла вара шкула каяс умĕнхи çул вĕренÿре чăрмантарма пултаракан психологиллĕ çитменлĕхсене пĕтерме тăрăшмалла. Шухăшласа пăхăр: сирĕн ача хăйĕнчен аслисем хушнине тума, тимлĕ итлеме, ыйтусене хуравлама пултарать-и; хăй таврашĕнчи çынсемпе яланах ырă кăмăллă-и;

Пĕрремĕш класа вĕренме каякан çитĕнекен ăрăва ăс-тăн тĕлĕшĕнчен пур енлĕ аталантарни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Шкула пуçласа каймалла тенĕ кун çемьере уяв чухнехи пек савăнăçлă лару-тăру тума тăрăшăр.

Ачана мĕн кирлине пĕтĕмпех малтанах туянса хурăр.

И. ФОМИНА, Алманчăри вăтам шкулти кĕçĕн классене вĕрентекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика