10 февраля 2010 г.
Аслă Чементи вăтам шкул коллективĕ çитĕнекен ăрăва ăс-тăн тата сывлăх тĕлĕшĕнчен çирĕп аталантарса пăхса ÿстерессине пысăк тимлĕх уйăрса ĕçлет. Пурнăç çулĕ çине тăма хатĕрленекенсем алла аттестат илнĕ хыççăн хăйсен вырăнне тупма пулăшакан çул-йĕре палăртаççĕ кунта. Ачасен тĕп ĕçĕ – вĕренÿ. Вĕсем мĕнле ĕлкĕрсе пынине рейтинг кăтартать. Районти олимпиадăсенче кăçалхи вĕренÿ çулĕнче вун саккăрăшĕ малти вырăнсене йышăннă. Республика шайĕнчи конкурссене хутшăнакансем те пур.
«Ачасем – сывă пурнăç йĕркишĕн» акци те пĕлтерĕшлĕ. Унпа çыхăнтарса чылай спорт мероприятийĕ иртет шкулта. Пĕрлештернĕ команда районти мероприятисене хутшăнать, çĕнтерÿçĕсен шутне кĕрет. Первомайскинче йĕлтĕрпе ирттернĕ ăмăртура пĕрремĕш вырăна тухрĕç, пилĕк ача хăйсен уйрăм кăтартăвĕсемпе малта.
Массăллă оборонăн тата спорт ĕçĕн уйăхлăхне хутшăнса ирттерекен мероприятисем те ачасемшĕнех. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă ветерансене, тыл ĕçченĕсене чĕнеççĕ тĕл пулăва.
Пирус туртни, эрех ĕçни, наркомани ачасемшĕн ют пултăр тесе тăрăшаççĕ педагогсем. Çемье врач офисĕн тухтăрĕ А. Кольцов калаçусем ирттерсех тăрать ку темăсемпе. Ку хутĕнче «Донор кунĕ» пулчĕ. Çын юнĕ инкеке лекнисене çĕнĕрен пурнăç парнеленине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ.
Ачасене витĕмлĕ ăс-тăн, воспитани парассинче педагогсен тÿпи пысăк. Коллектив çамрăках мар. Çирĕммĕшĕнчен вунпĕрĕшĕ пĕрремĕш категориллĕ. Шкулта класс ертÿçисен методика пĕрлешĕвĕ ĕçлет. Г. Мурзакаева, Ю. Мартынова, П. Мурзакаев, Н. Кошелева тата ытти педагогсем те ырă тĕслĕхлĕ. Л. Чегаевăпа Н. Зотова директор çумĕсен организаторла пуçарулăхĕсем пур. Вĕренÿ енĕпе илес пулсан та, класс тулашĕнчи мероприятисем ирттерессипе те çĕнĕлĕхсене кĕртме ÿркенмеççĕ вĕсем. Ахальтен мар воспитани процесĕнчи организаторсем хушшинче районта пĕрремĕш вырăна тивĕçмен-и.
Ачасен тивĕçлĕ пĕлĕвне тепĕр енпе те хаклама пулать. Кăçал тăваттăмĕш вĕренекен Президент стипендине илет. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче аттестатлă пулнăскерсем аслă шкулсенче пĕлÿ пухаççĕ. Выпускниксемпе вĕренекенсен хушшинче çыхăну тачă. Аслисем те шкула килсе çÿреççĕ. Кĕçĕннисене хăйсен ырă тĕслĕхне тĕпе хурса çитĕнме пулăшаççĕ.
А. АСТРАХАНЦЕВА.