10 февраля 2010 г.
Хăш-пĕр студентсем, шкул ачисем «иккĕ» паллă илесси мĕнрен килет-ши; Вĕсем харпăр хăй тĕллĕн вĕренме ларма хăнăхман-мĕн. Ашшĕ-амăшĕ çакăн çинчен ачасем пуçламăш шкула çÿренĕ чухнех шухăшлама пуçлаççĕ пулсан, вĕсем, паллах, ывăл-хĕрне çавăн чухнех киле парса янă ĕçсене хăйсем тĕллĕн тума хăнăхтарма тытăнаççĕ.
Çакăн çинчен шухăшланă май, 9-мĕш класра ирттернĕ пуху куç умне тухса тăрать. Маларах ачасене ыйтусене хуравлама сĕнтĕм. Киле панă ĕçсене тума миçе сехетре тытăннине, мĕн вăхăт вĕреннине, малтан хăш урока (çырмалли е вуламалли) тунине, сăвăсене вĕреннине, учебниксене тата тетрадь çине шкулта çырнисене вуланисĕр пуçне мĕнле материалсемпе усă курнине пĕлесшĕн пултăм.
Ачасен хуравĕсене пăхса тухнă хыççăн акă мĕн паллă пулчĕ. Класри 20 ачаран вуннăшĕ киле панă ĕçсене тума пĕр вăхăтра лараççĕ-мĕн. Ыттисем хăçан май килет, çавăн чухне.
Сакăр вĕренекенĕ уроксене икĕ-виçĕ сехетре туса пĕтерет. Виçĕ ача сехет çурă хушшинче вĕренсе çитерет. Хăш-пĕри 20-30 минут хушшинчех мĕн пур ĕçе туса ĕлкĕреççĕ.
Ачасенчен нумайăшĕ малтан çыру ĕçĕсене хатĕрлеççĕ. Мĕншĕн çапла тунине кашниех хăйне май ăнлантарать. Чылайăшĕшĕн çырмалли ĕçсем чи йывăррисем шутланаççĕ-мĕн. 6 вĕренекеншĕн çырмалли ĕçсене кăна туни те çитет: вуламаллине шкула пырсан та вуласа тухма пулать иккен.
Класри ачасенчен иккĕшĕ çеç киле панă ĕçе çав кунах тума тăрăшаççĕ, урок умĕнхи кун вара тепĕр хут аса илеççĕ. Çапла туни лайăхрах.
Уроксене хатĕрленнĕ чух учебниксăр пуçне тата мĕнле кĕнекесемпе усă курни çинчен пĕри те тĕплĕн çырса кăтартман. Вĕренекенсенчен тăваттăшĕ кăна тĕрлĕ пособипе усă кураççĕ, вĕсем те юратнă предметсемпе хатĕрленнĕ вăхăтра çеç вĕсене вулаççĕ.
Ачасенчен ытларахăшĕ хăй умне пĕр тĕллев кăна лартать: урокра йĕркеллĕ хуравласа лайăхрах паллă илес те экзамена чипер тытса тухас. Ачасен ăс-тăн аталанăвĕ самаях çÿллĕ шая çитни вĕсене киле парса янă ĕçсене тума çитĕннисем яланах сĕнÿсем парса, ĕçпе, хăйсем ырă тĕслĕх кăтартса пулăшса пынинчен те килет. Ывăл ачи е хĕр ачи учительсем парса янă ĕçсене мĕнле пурнăçланине кунсерен сăнаса пынă май ашшĕ-амăшĕ ача вĕренÿ материалне харпăр хăй тĕллĕн мĕнле ăнланса пынине курса тăрать, унăн çак ĕçри çитмен-лĕхне те, çитĕнĕвне те пĕлсе пырать.
Ача вĕренÿре çитĕнÿсем тăвасси чи малтанах вăл кĕнекесене ăнланса вуланинчен килет. Вулани ун ăсне-тăнне ÿстерет, туйăмсене çивĕчлетет, шухăш-кăмăлне пуянлатать. Ачасем кĕнеке тытса ларнине курсан, савăнмалла кăна. Хуть ăçта та ачана ашшĕ-амăшĕн канашĕ, ырă тĕслĕхĕ çав тери кирлĕ. Ачасем пиртен тĕслĕх илсе вĕренеççĕ.
С. КУЛАКОВА,
Ыхра Çырминчи вăтам шкул учительници.