10 февраля 2010 г.
Нăрваш Шăхалĕнчи кану центрĕнче учительсемпе вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне кăтартса ял халăхне савăнтарчĕç. Н. Алексеев музыка учителĕ ăнăçлă программа туса хатĕрленĕ. Чăваш, вырăс, нимĕç тата акăлчан чĕлхисемпе шăранчĕç юрăсем. Учительсем чăвашсен ĕлĕкхи çăварни йăли-йĕркине ĕненмелле кăтартса пачĕç. Çавăн пекех халăха Н. Павлова вĕрентекен сăвă вулани тыткăна илчĕ. Кану центрĕнче ĕçлекенсем те учительсене пĕчĕк номерсемпе саламларĕç. Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн администрацийĕпе шкул дирекцийĕ учитель ветерансене Тав çырăвĕсем парса чысларĕç, çирĕп сывлăхлă, вăрăм ĕмĕрлĕ пулма сунчĕç.
В. БОРОДКИН, учитель-пенсионер.