АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çитмен кашни ача аслисен яваплăхĕнче пултăр

10 февраля 2010 г.

Районта çул çитмен ачасем сывă та тĕреклĕ ÿсчĕр, тавра курăмне анлăлатса пурнăç çулĕ çине шанчăклă тăма хатĕрленччĕр тесе çакăншăн яваплă çынсем сахал мар тăрăшаççĕ. Çак тĕллевпе шкулсенче тĕрлĕрен программăсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе сахал мар тимлеççĕ. Çапах та вылянчăк шухăшлă ача кирек хăш вăхăтра та йĕркене пăсса усал ĕç туса хума пултарать. Район администрацийĕ çумĕнче çул çитмен ачасем йĕркене пăсассинчен асăрханас тĕлĕшпе профилактика ĕçĕсемпе тимлекен комиссин тĕп тĕллевĕ – ытти субъектсемпе пĕрле вĕсене усал ĕç тăвассинчен сирсе ярасси. Иртнĕ комиссин анлă ларăвĕнче те тĕпрен илсен калаçу çак ыйту тавра пычĕ.

Комиссин анлă ларăвне район прокурорĕ Ю. Фуражников, райшалĕçпайĕн пуçлăхĕн çумĕ – обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн начальникĕ И. Киргизов, Нăрваш Шăхаль, Первомайск, Сăкăт, Шăхач, Турхан ял тăрăх пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Ларăва район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – комисси председателĕ Р. Селиванов ертсе пычĕ.

Хальхи вăхăтра çул çитмен ачасем право йĕркине пăсассине чакарас тĕлĕшпе ĕçлекен профилактика субъекчĕсемшĕн «Об основах системы профилактики безнадзорности правонарушений, несовершеннолетних» федераллă саккун тĕп вырăнта тăрать. Çавăнпа та кун йĕркине лартнă пĕрремĕш ыйтупа ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин хÿтлĕх пайĕн тата райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн представителĕсем, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ М. Сепперов, райшалĕçпайĕн сотрудникĕ В. Урукова, районти тĕп больницăри врач-нарколог Н. Надина, ачасене усрава илес енĕпе ĕçлекен тĕп специалист Т. Чылыкова иртнĕ çул çак ыйтăва пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетрĕç, кăçалхи плансемпе паллаштарчĕç. Маларах асăннă ял тăрăх пуçлăхĕсем вырăнсенчи профилактика канашĕсен витĕмĕ, пĕлтерĕшĕ пирки каларĕç.

– Районти çул çитмен кашни ача аслисен яваплăхĕ çинче пулмалла, пирĕн ăна хамăр обществăра пур енлĕ аталанма мĕн пур условисене тумалла. Ачана çи-тĕнсе çитсен мар, сак урлă выртнă чухнех воспитани памалла: малтан ашшĕ-амăшĕ, каярахпа учительсем, ытти профилактика субъекчĕсем. Çул çитмен ача йывăр пурнăçран та, иртĕннĕрен те усал енне сулăнма пултарать. Çавăнпа та вĕсемпе кашнийĕнпе уйрăмшарăн ĕçлемелле. Ун пек чухне хальхи евĕр ачасем преступлени тăвасси те ÿсмĕ, – терĕ комисси председателĕ Р. Селиванов ларăва пĕтĕмлетнĕ май, 2010 çулхи профилактика ĕçне вăйлатмалли тĕллевĕсене çи- вĕчлетсе.

А. ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика