10 февраля 2010 г.
«Ку ĕç 1944 çулхи июнь уйăхĕн вĕçĕнче пулса иртрĕ. Вăл вăхăтра эпĕ 1-мĕш Белорусси фрончĕн 9-мĕш танк бригадинче, Т-34 танк çинче наводчик пулса çапăçаттăм. Пире Бобруйск хулинче ункăна лекнĕ нимĕçсене хĕвеланăçне чакса кайма памалла мар тесе приказ пачĕç. Кăнтăрла иртсен хуларан пĕр 5 çухрăм, шоссе хĕррине, позици йышăнтăмăр. Темиçе çĕр самолет хула çине пĕр-икĕ сехет пĕр чарăнмасăр бомбăсем пăрахрĕ. Хула пушар тĕтĕмĕпе хупланчĕ. Çакăн хыççăн чĕрĕ çын юлма та пултараймасть пек туйăнчĕ. Çуллахи кĕске çĕр час иртсе кайрĕ. Таврана çутă сăн çапсанах тыл чаçĕсем, госпитальсем чакса кайрĕç. Хĕвел çĕртен кăшт çеç çĕкленсен çар чаçĕсем хуларан тухрĕç. Малта танксемпе хăй тĕллĕн çÿрекен пушкăсем, вĕсен хыççăнах бронетранспортерсемпе тата пехота пыраççĕ. Пĕр вĕçĕмсĕр пирĕн еннелле переççĕ. Ку вырăнсем шурлăхлă тата вĕтĕ вăрманлă, çавăнпа та шоссепе унăн айккинчи ансăр тăрăхра асар-писер çапăçу пуçланса кайрĕ. Пин-пин салтак, çĕршер çар техники пĕр-пĕрин çинелле переççĕ. Тĕллесе пеме тухнă хĕвел чăрмантарать. Нимĕçсене вара пирĕн çине пеме питĕ меллĕ. Юнашар ларакан танка персе вут хыптарчĕç. Ниме пăхмасăр малалла талпăнаççĕ. Вăйлă хĕснине чăтаймасăр, хулана хĕвеланăç енчен хупăрласа тăракан чаçсем пирĕн еннелле чака пуçларĕç. Пехотинецсем пушкисене сĕтĕрсе чакаççĕ, чарăна-чарăна тăшман еннелле переççĕ. Танксем те пушкăсенчен, пулеметсенчен персе вĕсене пулăшаççĕ. Анчах та вăйлă шывпа татса кайнă пĕве юхăмĕ пек килекен нимĕçсене нимле те чарма çук. Пере-пере танксемпе каялла чакма пуçларăмăр. Танк прицелĕ витĕр унта та кунта çунакан нимĕç танкĕсем, тÿне-тÿне каякан салтакĕсем курăнаççĕ, анчах хамăр хыçра мĕн пулса иртнине пăхса илме май çук. Çакăн пек самантра пирĕн танк кутăнла пĕр шăтăка чăмрĕ. Ку вăл 1941 çулта нимĕç танкĕсене чармалли шăтăк пулнă. Пуçа хыçал енчен çаптарнипе кĕске вăхăтлăха тăна çухатрăм. Танк моторĕ сÿнсе ларчĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ, вăл кисренсе илчĕ. Çÿлелле пăхатăп та, тÿпенелле кармашса тăракан пушкă кĕпçине, нимĕç танкĕнчен пенĕ çурăлман снаряд (болванка) тĕпĕнченех татса кайнă. Танк командирĕ Иваньков лейтенант, юрăхсăра тухнă танка пăрахса, хамăра хăтăлма хушрĕ. Автомата илсе башньăри люк витĕр тухрăм, йĕри-тавра пăхса илтĕм, пур çĕрте те переççĕ, гранатăсем çурăлаççĕ. Шоссе тăрăх, танксене хирĕç пемелли пушкă кăкарнă пĕр грузовик, путăк-шăтăксене пăхмасăр, вĕçтерсе килет. Мĕнле майпа, пĕлместĕп, тупă щитокĕнчен алăпа çакланса кĕпçи çине утланса лартăм. Тупă расчечĕ кузов çине вырнаçнă. Çапла пĕр çур сехет кайсассăн машина чарăнчĕ, умра татах машинăсем пур. Сылтăм аллине пистолет тытнă пĕр полковник кăшкăра-кăшкăра темĕнле кăтартусем парать. Тупăсем каллех шоссе айккине, пехотинецсем хăйсен вырăнĕсене йышăнчĕç. Танксăр тăрса юлнă танкистсем курăнаççĕ, хăшĕ-пĕри автомачĕсене те илсе тухайман, пистолетпа анчах. Тĕрлĕ экипажсенчен юлнă танкистсене пĕр çĕре пуçтарса ку вырăнтан илсе кайрĕç. Эпир кайсан чылай та вăхăт иртмерĕ, хыçра çапăçу пуçланчĕ. Вăл мĕнле вĕçленнине кайран пĕлтĕм. Нимĕç-сен пĕр пайĕ çапах та хĕвеланăçнелле тарса кайма пултарнă. Пирĕн бригада 12 танк çухатнă терĕç, вăл шутра – пирĕн танк та. Ку вăл маншăн çухатнă иккĕмĕш танк пулчĕ. Пĕрремĕшне Ленинград патĕнче персе çунтарса янăччĕ. Германи çĕрĕ çинче виççĕмĕш танка персе çунтарчĕç. Эпĕ чĕрĕ юлтăм, пĕр суран та илмерĕм. Пурăнасси пулнă ĕнтĕ. Вăрçа Германинче, Нойштерлиц хулинче вĕçлерĕм. Август уйăхĕнче Берлина илсе кайса кăтартрĕç. Унта сăн ÿкерттертĕмĕр. 1945 çулта октябрьте киле таврăнтăм».
Автортан: Мисаил Иванович Ширтанова «За оборону Ленинграда», «За отвагу», «За Победу над Германией» медальсемпе наградăланă. Вăл 90 çул тултарса 2002 çулта вилнĕ. Ветеран каласа панине эпĕ 2000 çулта магнитофон ленти çине çырса илнĕ.
В ЛЮКИН. Çĕнĕ Ахпÿрт.