АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чыса тивĕçлĕ Нина

13 февраля 2010 г.

Алманчăри вăтам шкулти вуннăмĕш класра вĕренет вăл. Н. Фоминан портфолиовĕпе паллашма тÿр килчĕ. Миçе грамота, тав хучĕ, свидетельство-ши унта; Шутласа та пĕтереймĕн. Нина ÿсĕмĕнче шкул дирекцийĕн, класс ертÿçин тивĕçлĕ ĕçне те курма май килчĕ. Йĕркеллĕ ĕçлесе пыраççĕ вĕсем ку енĕпе. Конкурса, олимпиадăна, конференцине хутшăннине, призлă вырăн çĕнсе илнине çирĕплетекен хутсене çухатмаççĕ.

Нина хăй те маттур. Уроксене тĕплĕн хатĕрленет вăл. Ытларах пĕлме юратать. Çĕнĕ материала çăмăллăн алла илет. Класран класа «пиллĕк» паллăсемпе çеç куçса пырать. Обществознани, математика, акăлчан чĕлхи тата çывăхрах ăна.

Шкулти олимпиадăсенче çĕнтерсе районтисене хутшăнать Н. Фомина. Технологипе пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Географипе, правăпа, математикăпа кăтартă-вĕсем лайăх. Ÿкерчĕксен, шахматла вылякансен конкурсĕсенче те малтисен йышĕнче вăл. Республика, Раççей шайĕнчи олимпиадăсене те хутшăнать.

Юлташĕсем ăна шанчăклă тус пулнишĕн хаклаççĕ. Ĕçчен, тÿрĕ кăмăллă хĕрача хăй тĕллĕн нумай хатĕрленме юратать. Кирек хăш лару-тăруран та тухаять.

Çÿлерех асăннă тивĕçлĕ енĕсем пуртан Президент стипендиачĕ пулма тăратрĕç Н. Фоминăна.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика