13 февраля 2010 г.
Республикăри чăваш тата вырăс шкулĕнче вĕренекенсем чăваш чĕлхипе литературине епле çывăх та тарăн пĕлнине палăртакан олимпиадăна 130 ача хутшăннă. Районта çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнисем Патăрьелсен чысне ăнăçлă хÿтĕленĕ. Ыхра Çырминчи А. Антонова (вĕрентекенĕ С. Кулакова) иккĕмĕш, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти К. Пыркина (вĕрентекенĕ М. Иванова) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.
Нарăсăн 3-6-мĕшĕсенче Хусанта регионсем хушшинче тутар чĕлхипе тата литературипе иртнĕ олимпиадăра вара Шăнкăртамри пĕрремĕш тата иккĕмĕш вăтам шкул ачисем Чăваш Ен чысне ăнăçлă хÿтĕленĕ. Д. Юнусова тутар литературипе 2-мĕш, тутар чĕлхипе 4-мĕш вырăнсене (вĕрентекенĕ С. Ишмуратова), А. Абейдуллова (вĕрентекенĕ Г. Абейдуллова) тутар литературипе 3-мĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Чăваш Ен команди виççĕмĕш вырăн йышăннă.