13 февраля 2010 г.
Районта чи кăтартуллă класс ертÿçисене палăртакан «Самый классный классный» конкурс вĕçленнĕ. Унта 23 шкултан 47 класс ертÿçи хутшăннă. Конкурс виçĕ ушкăнпа иртнĕ. Кĕçĕн, вăтам тата аслă классенче вĕрентекенсем хăйсен пултарулăхне уйрăмшарăн кăтартнă.
Конкурс итогĕпе Çĕнĕ Ахпÿртри шкулти кĕçĕн класри ачасен ертÿçи О. Тукмакова, Первомайскинчи вăтам шкулти вăтам звенори класс ертÿçи Е. Кольцова, аслă классем хушшинче Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти Л. Курманаева учительницăсем малти вырăнсене йышăннă. Çĕнтерÿçĕсен çывăх вăхăтра республикăри конкурса хутшăнмалла пулĕ.