13 февраля 2010 г.
Каншелĕнче çуралнă, ачалăхĕ Анат Чакă ялĕнче иртнĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ физкультурăпа спорт ĕçченĕн Владимир Михайлович Семеновăн парнисене çĕнсе илессишĕн Патăрьелĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен уçă турнирĕ иртрĕ.
Турнира савăнăçлă уçнă çĕре В. Семенов, район пуçлăхĕ Н. Глухов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ, ЧР ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен федерацийĕн вице-президенчĕ П. Семенов, ЧР велоспорт федерацийĕн вице-президенчĕ А. Капитонов, паллă тренерсемпе спортсменсем хутшăнчĕç.
Турнира Чăваш тата Тутарстан республикисенчен, Ульяновск облаçĕнчен 150 ытла чи вăйлă кĕрешÿçĕ килнĕ. Вĕсем вунă виçе категорийĕнче кĕрешрĕç. Тытăçусем «Паттăр» физкультурăпа спорт комплексĕнче тата Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул спортзалĕнче иртрĕç.
Çĕнтерÿçĕсем хушшинче пирĕн районти Н. Арлановăпа Р. Петров та пур.
Ăмăрту вĕçĕнче Кивĕ Ахпÿртри А. Маркова ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕн значокне тата удостоверенине, çĕнтерÿçĕсемпе призерсене Хисеп хучĕсемпе парнесем пачĕç.
А. АЛЕКСЕЕВ.