АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Манăçнă колхозсем

13 февраля 2010 г.

Тăрăн ял тăрăхĕнчи малтанхи колхозсем пуçланса кайнăранпа çак кунсенче 80 çул çитрĕ.

1927 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Автономин Тĕпĕçтăвкомĕпе Халăх Комиссарĕсен Совечĕ çав çулхине августăн 1-мĕшĕнче кăларнă постановленипе килĕшсе Патăрьел районĕ йĕркеленĕ. Çакăн хыççăн ялсенче çĕрпе ĕçлесе тыр-пул тухăçне илес тĕллев тытнă юлташлăхсем, ял хуçалăх кооперативĕсемпе артельсем тата колхозсем йĕркелеме тытăнаççĕ. Паллах, хăш-пĕр отрасльсенче (вăрман, суту-илÿ, вак ĕç хатĕрĕсем тăвакан промысласенче) артельсемпе юлташлăхсем маларах та пулнă. Ялсенчи хирти ĕççи пуçланиччен çĕр пайĕсене уйăрас, акана тухма тырă тата ял хуçалăхри ытти культура вăрлăхĕпе усă курас, ĕç хатĕрĕсем пирки çĕр общинисен пухăвĕсенче сÿтсе явнă. Кашни хресчен ун чухне хăйĕн çултан-çул усă куракан çĕрне, выльăх-чĕрлĕхне, ут таврашне, пур-çук пурлăха пĕрлештерсе акса-туса илнĕ тыр-пула ялти ытти чухăн çынсемпе пĕр пек пайлама килĕшмен.

1929 çулта хăш-пĕр ялсенче колхозсем йĕркелеме тытăнаççĕ. Анчах та ку çулхинех Тăрăн, Кĕçĕн Патăрьел, Треньел ялĕсенчи çĕр общинисен пухăвĕсенче колхозсем йĕркелес ыйтупа тивĕçлĕ йышăну тăвайман. Районтан çак ялсене килнĕ уполномоченнăйсем активистсене, чухăнсемпе вăтам хресченсене пухса пĕрлешÿллĕ хуçалăхсене е колхозсене пĕрлешсен мĕнле çăмăллăхсем пуласса ăнлантарса панă. Пуянрах хресченсене хĕстерес пирки те манса кайман.

1930 çулхи январĕн 9-мĕшĕнче чухăнсемпе вăтам хресченсен пухăвĕ Тăрăнти шкул заведующийĕ Петр Петрович Петров ертсе пынипе ушкăнлă хуçалăх йĕркелеме йышăнать. Пуянрах хресченсене кулак тесе пĕрлешÿллĕ хуçалăха е колхоза кĕртмен. Тепĕр виçĕ эрнерен чухăнсемпе вăтам храсченсенчен тăракан колхоз активĕ 5 çынран тăракан вăхăтлăх правлени суйланă. Çак пухура колхоз ятне «Красный паровоз» тесе параççĕ. Тепĕр уйăхра, февралĕн 23-мĕшĕнче, правлени ларăвне колхоз председателĕ пулса Семен Григорьевич Медведев ертсе пыма тытăнать. Çавăн чухнех колхоза ялти чухăнсемпе вăтам хресченсене илеççĕ. Колхоза кĕрес текенсем ун чухне нумай пулман-ха. Кун хыççăн Треньелĕнче тата Кĕçĕн Патăрьелĕнче те пухусем иртеççĕ.

Çав çулхине январĕн 25-мĕшĕнче Треньел ялĕнчи халăх пухăвĕ пĕрлешÿллĕ хуçалăх уçасси çинчен ыйту пăхса тухнă, унта колхоз ятне «Паянхи сас» панă, председателĕ пулма Иван Юманова суйланă.

Апрелĕн 19-мĕшĕнче Кĕçĕн Патăрьелĕнче иртнĕ пухура çак ял çыннисем колхоз ятне ялăнни пекех, Кĕçĕн Патăрьел ячĕпе хунă, председатель пулма Афанасий Соловьев кандидатурине ырланă. Çакăнтах тепĕр ыйтупа пушă выртакан çĕрсене йĕркелесе пыма комисси суйласа хăварнă.

Тăрăнти «Красный паровоз» колхоз нумай тытăнса тăрайман, çирĕпленсе çитеймесĕрех тепĕр темиçе уйăхран саланса кайнă. Сăлтавсенчен пĕри – колхоз йĕркеленсе çитнĕ-çитменех колхоз активисчĕсем «раскулачивать тăватпăр» тесе пуянрах ял çыннисемпе пĕрле вăтам хресченсен çурт-йĕрне тустарни, хăйсене кивĕ хăтсăр çуртсене пурăнма куçарни, вĕсен пурлăхне, лайăх тумтир таврашне илсе тухни, ытти ял çыннисене те колхоза кĕрессинчен сивĕтме пултарнă.

1931 çулхи февраль уйăхĕнче Тăрăнсем «Роза Люксембург» ятпа çĕнĕрен колхоз йĕркелесе яраççĕ. «Кĕçĕн Патăрьел» тата «Паянхи сас» колхозсем те икĕ-виçĕ çултан хăйсен ячĕсене улăштарса «Красное Батырево» тата «Октябрь ялавĕ» пулса тăраççĕ.

Асăннă малтанхи виçĕ колхоз ĕмĕрĕ кĕске пулнипе вĕсене ваттисем те ас тăвакан çук, Шупашкарти архив докуменчĕсем хушшинче те тупма май килмерĕ. Районти архивра çеç çĕр ĕçĕсемпе çыхăннă документсемпе хăш-пĕр ал çырăвĕсем тăрăх паллашма май пулчĕ. Ку таранччен çак колхозсем çинчен ниçта та асăнман тесен те йăнăш пулмĕ.

Çапах та виçĕ ял çыннисен малашне пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче пĕр çемьери пек ĕçлесе пурнăçа малалла аталантарса пырасси çак малтанхи виçĕ колхозран тытăнса кайнă та ĕнтĕ. Вĕсем иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенчи колхоз юхăмĕн историне кĕрсе юлма тивĕçлĕ.

Д. КОННОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика