АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АМĂШĕН ТЕЛЕЙĕ – АЧИСЕМПЕ МĂНУКĕСЕНЧЕ

13 февраля 2010 г.

Çĕнĕ Ахпÿртри Каштановсен ачисемпе мăнукĕсем иртнĕ çулхи çак вăхăтра ашшĕпе амăшне, аслашшĕпе асламăшне ылтăн туй ячĕпе ăшшăн саламлама ĕмĕтленнĕ. Анчах шел, савăнăçа пайлас вырăнне вĕсен çемйишĕн пысăк хуйхă йăтăнса аннă. Юратнă ашшĕ Владимир Александрович нумай çул хушши йывăр чирлесе выртнă хыççăн вилсе кайнă. 23 çул пăхнă ăна мăшăрĕ Елизавета Андреевна. Чире парăнтарса пурăнма талпăннă, чăтăмлăх çитернĕ, пурнăçа сыпăнтарса пырса ачисене çитĕнтернĕ, воспитани панă.

Елизавета Андреевна Каштановăна пурнăç çамрăк чухнех ылтăн сăпкара сиктермен. Хресчен çемйишĕн сак тулли сакăр ачана сывă, тĕреклĕ пăхса çи-тĕнтерме çăмăлах пулман. Сĕтел хушшине ларсан тăраниччен апат çимен вăхăтсем те пайтах пулнă. Анчах нăйкăшман, мĕн пуррипе çырлахнă. Вăрçăра аманса таврăннă инвалид ашшĕ хуçалăхри ĕçсене туллин явăçайманран ачасене çамрăклах «хăмăт» тăхăнма тивнĕ. Çăкăр-тăвар илмелĕх ĕç кунĕ тăвас тĕллевпе сакăр-тăхăр çултах аслисемпе уй-хир ĕçне явăçнă: пучах пуçтарнă, тырă вырнă, хуçалăх пахчинче купăста çитĕнтернĕ... Пĕрремĕш ĕç кунĕшĕн парнеленĕ тутăра вара Елизавета Андреевна паянхи кунчченех лайăх ас тăвать. Çамрăклах çапла ĕçе явăçтарнăшăн, тирпее хăнăхтарнăшăн вăл паянхи кунчченех амăшне ырăпа асăнать.

Елизавета Андреевнăпа пĕр тăван Софроновсем пурте Туçари вăтам шкулта чи кăтартуллисем пулнă, лайăх вĕреннĕ. Ылтăн медале тивĕçнисем те пур. Лиза шкулта чи хастар та пултаруллисен шутĕнче пулнă. Вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн вăл ача чухнех тĕвĕленнĕ ĕмĕтне пурнăçлас тĕллевпе аслă шкула вырăс чĕлхипе литература факультетне вĕренме кĕрет. Пысăк балл пуçтарнăран ăна комисси членĕсем куçăмлă майпах аслă пĕлÿ илме сĕнеççĕ. Çапах та ун чухнех пысăк ăнлануллă хĕрача çак шухăша хирĕçлет. «Атте чирлĕ, анне хăйĕн вăйĕпе çеç епле пире кашнине вĕренме пулăштăр-ха;» – пĕтĕмлетÿ тăвать вăл.

Вăл ĕç стажне тăван Вăтаелĕнчи клуб заведующийĕнчен пуçланă. Юрра-ташша ăста чипер-ккене çак ĕç пĕрре те йывăрлăх пулман. Çамрăксен вăхăтне усăллă та кăсăклă ирттерес тесе темĕн те шухăшласа тупнă вăл. Каччисемпе хĕрĕсем те итленĕ, хирĕçлемен.

Малалла пур енĕпе пултаруллă хĕре çÿлерехрисем те асăрханă. Темиçе çултанах ăна Туçа ял Совет секретарьне суйланă. Кунта ĕçленĕ чухнех вара вырăнти халăх темиçе хутчен те депутат тивĕçне пурнăçлама та шаннă. Çав вăхăтрах вăл ытти обществăлла ĕçе те хастар хутшăннă.

1959 çултан пуçласа унăн пурнăçĕ Çĕнĕ Ахпÿртпе çыхăннă. Чăн малтанах пулас педагога, Елизавета Андреевнăна, çак пысăк шкулта пионервожатăй ĕçне шаннă. Шкул ачисемпе пĕрремĕш «присяга» йышăннă хыççăн çулталăкранах ăна тата пысăкрах ĕçе – ял Совет председательне суйлаççĕ. Ют ялтан килнĕ çамрăка çак ĕçре малтанах çăмăлах пулман. Кирек мĕн каласан та унăн ватăпа ватăлла, çамрăкпа çамрăкла калаçма пĕлмелле-çке, кашни çыннăн ыйтăвне тивĕçтермелле.

Аслă пĕлÿ илсе дипломлă пулнă хыççăн Елизавета Андреевна хăйĕн специальноçĕпе ĕçлеме пуçланă. Çĕршер выпускник паян унăн умĕнче пуç таять, пархатарлă ĕçĕшĕн тав тăвать. Ахальтен мар ĕнтĕ ачасене кирлĕ пĕлÿ, тивĕçлĕ воспитани панăшăн вăл район, республика шайĕнчи Хисеп грамотисене чылай тивĕçнĕ. Вĕсем хушшинче чи хисепли те хакли – Раççей Федерацийĕн Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамоти.

Паян амăшĕн телейĕ – ачисемпе мăнукĕсенче. Пилĕк пăхаттир çуратса çитĕнтернĕ Владимир Александрович мăшăрĕпе. Ывăлĕсем пурте аслă пĕлÿ илнĕ. Сергей строителе вĕренсе тухнă, Валерий кооператив институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн Удмуртинче «Комета» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕнче тăрăшать, Николайпа Миша педагогика институтĕнче, Саша кооператив институтĕнче вĕренсе специальность илнĕ. Ачасем çамрăклах спортпа пиçĕхсе ÿснĕ. Пуринчен ытла вара Николай Владимирович спортра пысăк çитĕнÿ тăвать. Вăл каратэ енĕпе спорт мастерĕ. Унăн вĕренекенĕсем Раççей шайĕнчи пысăк ăмăртусене хутшăнса çитĕнĕве çĕнетеççĕ. Епле савăнмĕ амăшĕн чĕри ачисемшĕн! Вĕсен çумĕнче тата сакăр мăнук. Елизавета Андреевна вĕсемшĕн чунтан юратнă асанне.

А. ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика