АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуралнă шанчăк ан сÿнтĕрччĕ

13 февраля 2010 г.

«Знамя» хуçалăхăн Çĕньял ферминче темиçе хут та пулма тÿр тивнĕччĕ. Пĕр 5-6 çул каялла кунта ĕнесем те, сыснасем те йышлăччĕ. Вĕсен пурнăç условийĕ кирлĕ шайра пулмасан та витесем тулличчĕ, халь пушанса юлнăпа пĕрех.

Сăвăнакан ĕне 22 пуç, самăртмаллисемпе çамрăк пăрусемпе пĕрле – 60. Талăкри сăвăм 8 килограмм ытларахпа танлашса пырать. Сыснасем те нумай мар: ама – 22, мăнтăрлатма хупнисем – 9, пĕр аçа. Пĕлтĕр вĕсен йышне ÿстерме палăртнăччĕ, çавна май пĕр витене тĕпрен юсанă. Хуралтăн тулти алăкĕсене, читлĕхĕсене çĕнĕрен тунă. Шел пулин те, сыснасен пуçне ÿстерме май тупайман иккен. Хăй вăхăтĕнче çăвăрламалли амасене какая ăсатни ырри патне илсе пымарĕ. Салатма çур талăк кăна кирлĕ çав...

Фермăра ĕçлекенсем сыснасен йышĕ хутшăнасса шаннине, çулла витен тăррипе маччине çĕнĕрен улăштарассине пĕлтерчĕç.

Унччен ĕнесем тăнă витесенче халь утă хунă, ăна çителĕклех янтăланă. Тырă фуражĕ те пур. Ĕнесене куллен экструдированнăй апата (тырра вĕтетсе туса кăларнă апат) тăватă килограмран кая мар параççĕ, самăртма хупнисене – 6. Сенаж, силос янтăламан, вĕсем маларахри çулсенче те пулман.

Витесем кивĕ, транспортер çук, çавна май тислĕке алă вĕççĕн тасатаççĕ. Ĕçлеме çăмăл мар, выльăх-чĕрлĕхе чун-чĕререн юратаканнисемпе хăйсен профессине кăмăллаканнисем кăна юлнă пуль. Фермăра вара пурĕ пиллĕкĕн, заведующипе пĕрле улттăн тăрăшаççĕ. В. Елимов, В. Дмитриева, Ф. Семенов, В. Сулагаев, Е. Дмитриева куллен выльăхсем патне васкаççĕ.

– Елена Дмитриева пирĕн хушшăмăрта чи нумай ĕçлекенни, унăн стажĕ 20 çултан та иртнĕ. Тивĕçлĕ канăва кайнă пулсан та фермăналлах утать. Çакăнта тăрăшакансем килме пăрахсан, выльăхсене пăхма кам килĕшет, паллă мар. Ун пек шухăшлисем çук та пуль, – тет ферма заведующийĕ Н. Андреев. Николай Николаевич хăй те çак сферăра 1997 çултанпа вăй хурать. Кунта киличчен малтан Çăл Атăкри ĕне ферминче тимленĕ. Хăй вăхăтĕнче унта сăвăнакан ĕнесем 4 ушкăн пулнă. Паян вăл витесенче «çил ачисем» кăна пĕр-пĕрне хăваламалла выляççĕ.

Фермăра ĕçлекенсен тÿлевĕ вăтамран 4-5 пин тенкĕпе танлашса пырать, анчах ăна вăхăтра паманни выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче вăй хуракансен кăмăлне пăсать. Пурте кил-çуртпа, çемьепе пурăнаççĕ. Çутăшăн, газшăн уйăхсерен татăлса пымалла, ачисене те укçа кирлĕ. Кĕмĕлĕ вырăнне тырă парсан та хăшĕ-пĕри хирĕç маррине пĕлтерчĕç, хальлĕхе ку ыйту та татăлман.

«Знамя» хуçалăхра фермăра çĕнĕрен выльăх йышĕ нумайланса пырасса кунта вăй хуракансем ĕненеççĕ, вĕсен шанчăкĕ тÿрре кăна тухтăрччĕ.

О. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика