АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекен çулталăкне халалласа

13 февраля 2010 г.

Туçа ял тăрăхĕнче Вĕрентекен çулталăкне халалланă мероприяти савăнăçлă лару-тăрура иртрĕ. Кану каçне ял тăрăх пуçлăхĕ Н. Перепелкин уçрĕ. Ял тăрăхĕн пурнăçне хастар хутшăнакан шкул ĕçченĕсене Хисеп хучĕсем парса чысларĕ. Кивĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ па-ракан шкул директорĕ О. Рыбкина уяв программине «Год учителя» сăвăпа пуçларĕ. Коллектив вара «Учитель» юрăпа савăнтарчĕ. Туçари шкул директорĕ П. Шашкин саламĕпе пĕрле арçынсен ушкăнĕ илемлĕ юрăсем шăрантарчĕ. Ун хыççăн конкурс пуçланчĕ. Юрра-ташша учительсене халалларĕç. Пĕтĕмĕшпе 32 номер пуçтарăнчĕ. Пĕринчен тепри лайăхрах. Çак каç учительсемшĕн те, курма килекенсемшĕн те кану пулчĕ. Конкурс конкурсах çав. Жюри членĕсене лайăхран лайăххисене палăртма çăмăл пулмарĕ. Пĕрремĕш вырăна Кивĕ Ахпÿртри К. Пыркинăпа С. Козлова дуэчĕ çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Анат Туçари О. Горшковăпа К. Козлова дуэчĕ. Виççĕмĕш вырăна вара харăсах иккĕн пайларĕç: В. Кошкина (Кивĕ Ахпÿрт) тата Л. Воробьева (Туçа). Ташă ушкăнĕсен пултарулăхне уйрăм пĕтĕмлетрĕç. Фестивалĕн Гран-при номинацине Кивĕ Ахпÿртсен «Авангард» ташă ушкăнĕ çĕнсе илчĕ. Сăмах май çакна та каласа хăвармалла, асăннă коллектив район фестивалĕнче те çĕнтерÿçĕ пулса тăнăччĕ. Пĕрремĕш вырăнта Кивĕ Ахпÿртсен «Петушиная полька», иккĕмĕшĕнче вĕсенех «Титаник» ташă ушкăнĕсем. Вăтаелсен «Гномики» ташши виç-çĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Культурăпа халăх пултарулăхне аталантаракан центрăн дирекцийĕ конкурса хутшăннă кашни ачанах Хисеп хучĕсем, призлă вырăнсене йышăннисене парнесем парса чысларĕ. Уяв каçне М. Сеприхановăпа К. Арланов ертсе пычĕç.

А. СЕПРИХАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика