13 февраля 2010 г.
Илемлĕ, мăнаçлă, чуна пырса тивмелле, ăшшăн та çепĕç янăракан салам сăмахĕсемпе уçăлчĕ Ыхра Çырми тăрăхĕнче Вĕрентекен çулталăкĕ.
Р. Даутов завуч пурне те вĕренÿпе вĕрентÿри çĕнтерÿ патне талпăнма сĕнчĕ, пурнăçри пĕчĕк çеç çитĕнÿ те çав тери хавхалантарнине палăртрĕ.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Э. Айбетов учитель вĕрентекен кăна мар, шанчăклă юлташ, психолог, артист, çывăх тăван пулнине палăртрĕ. А. Зейнетдинова учителĕн çемйине республикăра иртекен «Çулталăк çемйи» конкурс çĕнтерÿçи пулнине çирĕплетекен диплом парса чысларĕ.
Килнĕ хăнасенчен университетăн Патăрьелĕнчи филиалĕн директорĕ Л. Ляллина профессор сăмахĕсене итлеме кăмăллă пулчĕ. Çавăн пекех Людмила Васильевна ЧПУ президенчĕн Л. Кураковăн ăшă саламне те çитерчĕ. Ентеш хăйĕн тăван шкулне хаклă парне – 50 пинлĕх вĕренÿ пособийĕсем панине халăх тăвăллăн алă çупса йышăнчĕ.
Малалла уяв каçне пысăк концерт тăсрĕ. Куракансем илемлĕ юрă-кĕвĕпе киленнĕ май, учительсем çинчен йĕркеленĕ презентаципе паллашрĕç, иртнисене аса илчĕç.
Ачасене воспитани парас тата çемье йăлисене çирĕплетес енĕпе пархатарлă тĕслĕх кăтартакан учитель çемйисене пысăка хурса хакларĕç концерта ертсе пыракансем. Харитоновсен, Шихрановсен, Андреевсен, Аппанаевсен, Салеевсен, Араевсен, Ахметовсен династийĕ çулсеренех ÿсет.
Кашни учитель ячĕпе илемлĕ юрă шăранчĕ, ачасем юратнă вĕрентекене хисеплесе хăйсем шăрçаланă сăввисене вуларĕç. Шкул саккипе сыв пуллашнă А. Карнеев выпускник вĕрентекенĕсене илемлĕ юрă парнелерĕ.
С. КУЛАКОВА.