13 февраля 2010 г.
Вĕрентекен çулталăкне халалласа Çĕнĕ Ахпÿрт культура керменĕнче уяв каçĕ иртрĕ. Тĕп шкул, Кивĕ Катекри тата Татмăшри шкул-сад коллективĕсем ял халăхĕ умĕнче хăйсен ăсталăхĕпе тĕлĕнтерчĕç.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Краснов педагог-ветерансене, шкул ĕçченĕсене Хисеп хучĕ парса саламларĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В. Синеев çамрăк ăрăва пурнăç çулĕпе тикĕссĕн утма хăнăхтаракансен ĕçне ырларĕ. Çĕнĕ Ахпÿрт шкул директорĕ А. Бахматова вĕрентекен фронтовиксене халалласа М. Джалиль сăввине вуларĕ. И. Селиванова тата И. Ширтанов ертсе пынипе хорсем илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç. В. Солдатован «Кĕл чечексем», Н. Михайловăн «Шарманка» юррисем итлекенсен чунĕсене тыткăнларĕç. Т. Каштанова, О. Тукмакова, М. Быкова, Е. Колпакова, С. Суркова «Чăваш ташши» тата «Течет ручей» ташăсемпе савăнтарчĕç.
Л. КАЗАКОВА.