АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулталăк инкекрен пуçланчĕ

13 февраля 2010 г.

Кăçалхи январьте çул-йĕр çинче 3 инкек пулчĕ. Вĕсенче 9 çын аманчĕ, 2 çын пурнăçран уйрăлчĕ. Пĕлтĕрхи çав тапхăрпа танлаштарсан инкек хисепĕ пĕр тĕслĕх чухлĕ чакрĕ, анчах та аманнисен шучĕ 5 тĕслĕх, вилни пĕр тĕслĕх ытларах.

Ют çĕртен килнĕ транспорт пĕр авари тунă. Ăна пула 2 çын вилнĕ, 7 çын аманнă.

Çуран çÿрекенсен айăпĕпе пĕр инкек пулнă, пĕр çын аманнă.

Çул çитмен çамрăк хутшăннипе пĕр инкек шута илнĕ, унта пĕр ача аманнă.

Январьти асăрхаттаруллă ĕçсем вăхăтĕнче çул-йĕр правилине пăснă 704 водителе тытса чарнă, 9-шĕ урă пулман.

Ачасене çул-йĕр инкекĕсенчен сыхлас тĕллевпе милицин ытти службисемпе пĕрле 4 рейдпа 2 операци йĕркеленĕ.

Водительсен те, çуран çÿрекенсен те пĕр-пĕрне хисеплемелле. Çакă çул-йĕр хăрушсăрлăхне ÿстерме çеç пулăшĕ.

С. КУЗНЕЦОВ, ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика