АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕр чупăвне ватти те, вĕтти те хутшăнчĕ

17 февраля 2010 г.

Вырсарникун, февралĕн 14-мĕшĕнче, ирпе-ирех Кĕçĕн Патăрьелĕнчи «Олимп» стадионта савăнăçлă юрă-кĕвĕ янăрарĕ. Вунпĕр сехетсенче «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2010» чупăва хутшăнма кăмăл тунисем, Çăварни уявне хаваслă кăмăл-туйăмпа ирттерсе яма хапăл тунисем çуран та, капăрлатнă лавсемпе те Тăрăн ял тăрăхĕнчи çĕнĕ стадиона пуçтарăнчĕç. Кунти уява Патăрьел, Çĕнĕ Ахпÿрт, Тăрăн ял поселенийĕсене кĕрекен ялсем хутшăнчĕç.

«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2010» массăллă чупăва район пуçлăхĕ Н. Глухов уçрĕ. Çак кун темиçе уяв пĕрле килнипе те паллă пулчĕ. Николай Иванович мероприятие хапăл туса килнисене пурне те сывă пурнăç йĕркине тытса пырса спортпа çывăхланмаллине каларĕ, Çăварни, Юратакансен кунĕ ячĕпе саламларĕ.

Уява килнисене ЧР Президенчĕн канашçи Э. Аблякимов та саламларĕ.

– Патăрьелсем яланах пур енĕпе те кăтартуллă пулнă: ĕçре те, спортра та, юрă-ташăра та. Паянхи массăллă чупăва хутшăнакансене, Çăварни уявне килнисене ăна ăнăçлă ирттерсе яма хаваслă кăмăл, çирĕп сывлăх сунатăп, – терĕ вăл.

Кĕçĕн Патăрьелĕнчи «Олимп» стадиона пĕрремĕш хут спорт, юрă-ташă уявне килнисене Тăрăн ял тăрăх пуçлăхĕ В. Рубцов салам сăмахĕ каланă хыççăн пуçласа VIP – чупу стартне Пăлапа Юхма тăрăхĕнчи ертÿçĕсем тухрĕç. Вĕсенчен финиша районти Перекет банкĕн сектор начальникĕ З. Тимяев чăн малтан çитрĕ, иккĕмĕш вырăнта район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р. Селиванов, виççĕмĕшĕнче – районти вĕрентÿ пайĕн начальникĕн çумĕ Н. Афанасьев.

Çавăн пекех хăйсен ушкăнĕсенче Патăрьелĕнчи тĕп больницăри М. Кошкина тата Г. Осипов, «Паттăр» спорт комплексĕн тренерĕ Н. Паймуллин, райпо работникĕ А. Кузьмин, Çĕнĕ Ахпÿртри А. Кузнецова, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти Н. Артемьева, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти А. Исаев малти вырăнсене йышăнчĕç.

Чупура «Спортпа туслă çемье» номинацире Патăрьелĕнчи Сафьяновсем, «Спортпа чи туслă класс» – Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 7 «а», «Спортпа чи туслă шкул» – Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул, « Спортпа чи туслă организаци» номинацире Патăрьелĕнчи тĕп больница çĕнтерчĕç. Вĕсем пурте дипломсемпе медале тивĕçрĕç.

«Олимп» стадионра 500-е яхăн спортсмен хутшăнчĕ чупăва. Районĕпе вара çакнашкал хастарсем виçĕ пин ытла пулнă.

«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2010» чупура старта тăнисенчен чи-чи кĕçĕнни К. Каллин, вăл ултă çулта çеç-ха. Апла пулин те йĕлтĕрпе ярăнма юратать. Хальхинче те Кирилл ашшĕпе юнашарах чупрĕ. Чи асли вара Н. Паймуллин спорт ветеранĕ. 31 çул ачасене спорта юратма, унпа туслашма вĕрентнĕ учитель. Чупăва вĕсем çемйипе хутшăнчĕç.

Сцена çинче юрă хыççăн юрă черетленчĕ. Тăрăнти шкулта 3-4-мĕш класра вĕренекенсем шартлама хĕле ăсатса çурпикене кĕтсе илнине ăста кăтартса пачĕç. Çав вăхăтрах кăмăл пуррисем капăрлатнă лавсемпе катаччи чупрĕç, вĕри чейпе икерчĕ çирĕç. Уяв шавĕ вăрахченех тăчĕ «Олимп» стадионта.

А. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика