АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хурлăхлă митинг

17 февраля 2010 г.

Вилнĕ воин-афганецсене асăнса Патăрьелĕнче лартнă палăк умĕнче хурлăхлă митинг иртрĕ. Унта «Единая Россия» партин районти уйрăмĕн ĕçченĕ А. Казенов, ЧР Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи çар ĕç комиссариачĕн пай начальникĕн ĕçĕсене тăваканĕ П. Иванов, Афганистанри çапăçусене хутшăннисем, вилнĕ салтаксен çем-йисен членĕсем, Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул ачисем хутшăнчĕç.

Патăрьел районĕнчи 100 ытла çамрăк Афганистанра хăйсен интернационалла тивĕçне чыслăн пурнăçланă, 7-шĕ вара пуçне хунă. 1980, 1982, 1983, 1984, 1985, 1986, 1987 çулсенче амăшĕсем ывăлĕсем вилни çинчен хут илнĕ.

Митингра А. Казенов тухса каларĕ, воин-интернационалистсен паттăрлăхĕ пирки чылай чарăнса тăчĕ.

Митинга хутшăннисем вилнисене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç, палăк умне симĕс гирлянда хучĕç, сăн ÿкерттерчĕç.

А. АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика