17 февраля 2010 г.
Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ В. Путин Чăваш Ене килсе кайнăранпа шутлă кунсем çеç иртрĕç. Пиртен чылайăшĕ ăна массăллă информаци хатĕрĕсенчен çеç пĕлчĕç, курчĕç. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул выпускници, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн тăваттăмĕш курс студентки, Владимир Владимировичпа куçа-куçăн курнăçнă, темиçе ыйту та панă. Мĕнлерех туйăм çуратнă-ши çамрăк чиперккене асра юлмалли тĕл пулу; Çак кунсенче пирĕн хаçат сотрудникĕ ЧР Президенчĕн стипендиаткипе Оксана Майринăпа хăш-пĕр ыйту тавра тĕл пулса калаçнă.
– Оксана, университетри пин-пин студентран суйланса çак чыслă тĕл пулăва çакланнине эсĕ телей, ăнсăртлăх ... тесе шутлатăн;
– Хамăн ăнтăлупа, творчество ĕçĕнчи тăрăшулăхпа тивĕçнĕ телейĕм тесен тĕрĕсрех пулĕ. Университетри пин-пин студентран суйласа илнĕ 27 каччăпа хĕрĕн шăпине урăхла епле хаклайăн;
– Тĕл пулура ют çĕр-шывсенчен килсе пирĕн патăрта вĕренекенсем те пурччĕ пулас;
– Паллах. Африкăран килнĕ студентсене передачăна куракан тÿрех уйăрса илчĕ-тĕр. Манпа юнашар ларакан каччă нумай пулмасть çĕр чĕтреннипе инкеке лекнĕ Гаитиренччĕ. Питĕ хурланса калаçрĕ вăл хăйсен халăхĕшĕн.
– Оксана, çапах та хăв çак пысăк тĕл пулăва лекнин сăлтавне тĕплĕнрех каласа параймастăр-ши;
– Тĕрĕссипе çакă маншăн иккĕмĕш пысăк савăнăç. Ĕçĕ вара акă мĕнрен пуçланчĕ. Çĕнĕ çул умĕн эпир тантăшăмпа В. Волковăпа тĕп хулара пĕчĕк предпринимательствăпа тата бизнеспа ĕçлекен 30 çулчченхи çамрăксем хушшинче конкурса хутшăнса хамăрăн проекта хÿтĕлерĕмĕр. Маларах вара çакнашкал конкурса Мускавра хутшăнса чи лайăх 100 проект шутне кĕтĕмĕр. Кунсăр пуçне эпĕ экономика тренингĕсем йĕркелетĕп, бизнес-плансем тăватăп. Коммерци директорĕсемпе çыхăну тытни те манăн пулас специальноçа алла илме питĕ пулăшать. Тĕлĕнмелле, анчах манăн паян пушă вăхăт çук. Юрлама юратнăран университетри эстрада ушкăнне çÿретĕп. Унсăр пуçне каçхи меслетпе тепĕр аслă шкулта вĕренетĕп. Çитес çул иккĕшне те хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухма ĕмĕтленетĕп.
Кăçал, акă, Президент стипендине тивĕçрĕм. Çаксем пурте манăн ятăма ыттисенчен çÿлерех çĕклеме пулăшрĕç пулĕ тетĕп...
– Владимир Владимировича эсир çамрăк чухне çывăх хĕршĕн тунă чи романтикăлла ĕç пирки ыйту патăр. Вăл вара ăна хуравламарĕ, йăл кулса çакна вăрттăнлăх вырăнне йышăнчĕ...
– Мана çакнашкал хурав та тивĕçтерчĕ. Тĕрĕссипе, унпа калаçнă чухне ăшă вăркăшне туйрăм. Пирĕнпе, студентсемпе, шанчăклă юлташ, юратнă атте пек çывăх калаçрĕ вăл. Студентсен творчествипе çыхăннă пысăк мероприятине хутшăнма та шантарчĕ.
– Оксана, эсĕ çав тери пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ, тирпейлĕ, ĕçчен чиперкке. Санра мĕн пур ырă енсем....
– Çакăншăн эпĕ чăн малтанах юратнă аттепе аннене, асанне-асаттене, хама вĕрентнĕ учительсене тав тăватăп. Тăван шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухни те вĕсен витĕмех.
А. ЕГОРОВА.