17 февраля 2010 г.
Çанталăкĕ сивĕ те, ăшă та мар. Хĕвелĕ пăхать, çынсен уяв кăмăлне çĕклет. Тĕрлĕ çĕрте, тĕрлĕ конкурс, вăйă...
Пĕр çĕрте шалча тăрăх хăпараççĕ. Андрей Шавиков 2 хут вĕçнех çитсе çынсене тĕлĕнтерчĕ.
Лашасене кам хитре илемлетнĕ-ши; Кирилл Иванов, ÿркенмен, чылай вăй хунă.
Тепĕр çĕрте йĕлтĕрпе ăмăртаççĕ. 10-мĕш класс ачи Алеша Александров мала тухрĕ.
Халăха кичем ан пултăр тесе конкурссем хушшинче хĕрарăмсем юрăсем шăрантарчĕç. Маттурах çав вĕсем, ял çыннисене кăмăлтан савăнтараççĕ. Ертÿçĕсем каласса кĕтсе тăмаççĕ: камăн юбилей, çавсем патне çитсе саламлаççĕ, чун-чĕре хушнипе тав сăмахĕ калаççĕ. Уява кăмăллă ирттерме пулăшнă О. Мешкова, И. Тихоновăна, В. Шакаманова, А. Петрова, И. Тихонова, Н. Гордеевăна ял халăхĕ тав сăмахĕ калать, сывлăх сунать. З. АЛЕКСАНДРОВА.