АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç çулĕ çине тăма хатĕрленеççĕ

17 февраля 2010 г.

Кашни çыннăн пурнăçĕ шкулпа çыхăннă. Вĕреннĕ чухне вунпĕр çул унăн алăк хăлăпне уçса кĕрет вăл. Каярах та такăрлатнă сукмакпа утакан сахал мар. Хăшĕ шкулпа çыхăннă профессие суйласа илет. Тепри вĕренÿ çурчĕпе тепĕр майлă çыхăнура тăрса пулăшу кÿрет. Виççĕмĕшĕсем воспитани ĕçне ашшĕ-амăшĕ ролĕнче пурнăçласа пыраççĕ. Педагогика коллективĕпе çыхăнура вĕсем те. Çавна май шкула пухусене, пĕрлехи мероприятисене те çÿреççĕ. Вĕсем валли ятарлă кунсем те ирттереççĕ. Иртнĕ эрнере, акă, Туçари вăтам шкулта уçă алăксен кунĕ пулчĕ.

Унта 247 ача пĕлÿ пухать. Вĕсене аслă категориллĕ 10, пĕрремĕш категориллĕ 14, иккĕмĕш категориллĕ пĕр педагог вĕрентет. Пурин те ĕç стажĕ пысăк. Учительсен вăтам çулĕ 50па танлашни те çакнах кăтартать ĕнтĕ. Чи нумай çул ĕçлекенни – Е. Долгов музыка учителĕ. Вăл февраль вĕçĕнче 60 çул тултарать. Математикăпа пĕлÿ паракан А. Карпова, В. Козлов, О. Перепелкина та çур ĕмĕр урлă каçнăскерсем.

Вĕрентекен ĕçĕ сумлă та хисеплĕ. Унăн куçĕнчен харăсах урокра миçе ача пăхать. Яваплăхĕ те пысăк педагогăн. Çаксене шута илсех тĕр кăçал Вĕрентекен çулĕ турĕç. Ăна чыслă лару-тăрура уçрĕç. Концерт хатĕрлерĕç. Çулталăк тăршшĕпех ку енĕпе ĕçлесе пурăнмашкăн тĕллевсем лартрĕç. Кăçал Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитет. Çавна асра юлмалла ирттерес ĕмĕчĕсем те пур. Шкултан вĕренсе тухнисене выпускниксен тĕл пулăвне халиччен юбилейлă датăсемпе çыхăннисене ятарласа йыхрав яраканччĕ. Кăçал вара вăрçă вăхăтĕнче, ун хыççăн çуралнисене, вĕреннисене, ĕçленисене чĕнесшĕн, çитĕнекен ăру вĕсен чĕрĕ калаçăвне итлетĕр теççĕ.

Ача-пăча нихăçан та шăп тăмасть. Вĕсене çакă килĕшет те. Тĕл пулăва хатĕрленсе кашни класс юртан тĕрлĕ кĕлетке ха-тĕрлет.

Вырăс чĕлхи эрнине те вăрçă темипех çыхăнтарчĕç.

Халĕ оборонăллă-массăллă, спорт ĕçĕсен уйăхлăхĕ пырать. Çавна май вăрçă ветеранĕсене уйрăмшарăн та тĕл пулусене чĕнеççĕ.

Электронлă хатĕрсемпе усă курса вут-çулăмлă кунсене класс сехечĕсенче кăтартаççĕ.

Çĕннине ĕçе кĕртме сахал мар тăрăшмалла. Вĕренÿ çулĕ пуçланиччен ача-пăча валли выляса-канса сывлăха çирĕплетмелли площадка турĕç. Сăмах сывлăх çине куçнăран, тренажер залĕ ĕçлет. Волейболла, баскетболла, теннисла выляса турнирсем пулаççĕ.

Кружоксем нумай. Çукки те кĕрешме, ташлама вĕренме кăмăллакансен çеç пулмалла. Ку енĕпе ятарласа вĕреннĕ специалистсем пулманни чăрмантарать.

Республикăри 30 шкул ачасене професси суйласа илме пулăшас енĕпе ятарлă сăнавлă программăпа ĕçлет. Районта çак ĕçе икĕ вĕренÿ учрежденийĕ пуçăнма кăмăл тунă. Вĕсенчен пĕри – Туçасен. Çавна май 9-11-мĕш классенче ушкăнсене уйрăлса кам физика, кам биологи е хими, е ытти предмета шĕкĕлчес тет, çавăнта кайма пултарать. Ирĕклĕ занятисенче учительсем вĕрентÿ программипе кирлинчен чылай ытларах пама тăрăшаççĕ.

Вĕренес текен ачашăн услови çителĕклех. Кÿршĕ ялсенчен вĕсене автобуспа турттараççĕ. Район, республика шайĕнчи олимпиадăсене, конференцисене, мероприятисене кайма та яланах транспортпа тивĕçтереççĕ. Апат укçи те панă. Майне тупас тесех сентябрь уйăхĕнче 3-4 кун вĕренекенсене кооперативсен çĕр улми ани çине кăлараççĕ. Пухăннă укçипе шкул валли кирлĕ япаласем те туянаççĕ. Тĕрлĕ тĕспе çутатакан музыка инструменчĕ илни те савăнăç. Ялта культура çурчĕ çук. Вĕренекенсене таçта çÿретес килмест ĕнтĕ. Шăматкунсенче кану каçĕсем туса пани те килĕшет вĕсене.

Тĕп ĕç – вĕренÿ, вĕрентесси. Кăтартусем лайăх. Район шайĕнче темиçе çул умлă хыçлах олимпиадăсене хутшăнса призлă вырăнсем çĕнсе илессипе иккĕмĕшĕнче тăраççĕ. Сакăр ача пуçне пĕр çĕнтерÿçĕ тивет.

Ыр кăмăллăх акцийĕ те коллектившăн ют мар. «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» марафона хутшăнса кашни учитель 100-шер, техперсонал 50-шар тенкĕ хыврĕ. Пухăннă укçапа шкулти фольклор ансамблĕ валли музыка инструменчĕсем туянчĕç. Парне мар-и-ха çакă;

Хăйсен йăла-йĕрки вĕсен. Шкул ялавĕ пур. Эмблема. Значок. Гимн. Кĕнеке кăларнă. Иртнĕ çул вĕçĕнче шкулăн «çуралнă кунне» паллă турĕç. Кăçалхи декабрьте 170 çул çитнине паллă тума хатĕрленеççĕ.

Шкул саккинчен пурнăç çулĕ çине кăларасси çăмăлах мар. Çак тивĕçе пурнăçлама тăрăшаççех. Хальхине вĕренекен хăйĕн куçĕпе курса малашлăха утма пултартăр.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика