АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿçĕсене чысларĕç

17 февраля 2010 г.

Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче шкулта классен тата ачасен рейтингне ирттереççĕ. Вĕренÿ, конкурссен, спорт ăмăртăвĕсен тата обществăлла ĕçсен кăтартăвĕсем тăрăх аслă вожатăй Э. Селиверстрова тата класс тулашĕнчи ĕçсен организаторĕ Н. Зотова пĕтĕмлетÿ тăваççĕ. 1-мĕш çур çуллăх рейтингĕ çакна кăтартса пачĕ. 5-8-мĕш классенче вĕренекенсенчен М. Самделова 82,5 балл пухса 1-мĕш вырăна тухрĕ. Л. Антоновăпа Н. Зотова 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç. Аслă классенче вĕренекенсенчен малти вырăнсенче 10-мĕш класри арçын ачасем пулчĕç. 1-мĕш вырăна тухнă В. Фролов вĕренÿре те, спортра та пысăк çитĕнÿсем тăвать. «Ăслăлăх. Пултарулăх. Аталану» конференцире «хими» секцийĕнче хăйĕн юлташĕпе Д. Кудряшовпа 1-мĕш вырăна тухма пултарчĕ.

А. Медведев уйрăмах спортра маттур. Районта теннисла тата баскетболла выляса командăпа мала тухрĕ, физкультурăпа олимпиадăра 1-мĕш пулчĕ Саша. Шкулта та вăл чи лайăх спортсменсенчен пĕри шутланать. Рейтингра Саша – иккĕмĕш. Виççĕмĕш вырăна тухнă К. Аветисян вĕренÿре питĕ маттур. Çак ăслă арçын ача кăçал 9 предмет олимпиадине хутшăнса 5 призлă вырăн çĕнсе илчĕ. Ытти предметсемпе те малти 10-мĕш вырăнсенче пулчĕ.

Классем хушшинче ирттерекен рейтингра, паллах, вуннăмĕшсем малтисем пулчĕç. 11-мĕш класс 2-мĕш, 9-мĕш класс вара 3-мĕш вырăнта.

Вăтаммисенчен улттăмĕшсене çитекен пулмарĕ. Вĕсен 87 балл. Пиллĕкмĕшсем 2-мĕш, çиччĕмĕшсемпе саккăрмĕшсем пĕр пек балл пухса 3-мĕш вырăнта.

Рейтинг ачасене тăрăшарах вĕренме, пур çĕрте те маттур пулма хистет.

Çĕнтерÿçĕсене шкул линейкинче грамотăсем парса чысларĕç.

Н. КОШЕЛЕВА.

Аслă Чементи вăтам шкул.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика