17 февраля 2010 г.
Хаяр та юнлă вăрçă вĕçленнĕренпе 65 çул çитнĕ май Çĕнĕ Ахпÿрт шкулĕнче тĕрлĕ мероприяти иртет. Ял библиотекин ертÿçи С. Тукмакова Ленинград блокади çинчен хатĕрленĕ каç йĕркелерĕ. Шкул ачисем унти фронтра çапăçнă П. Майоров ветеран аса илĕвĕсене итлерĕç. Тепринче 7, 9-мĕш класс ачисем Сталинград патĕнче иртнĕ çапăçусем çинчен видеохроника курчĕç. 3, 4-мĕшсем сăвăсем каларĕç. Вăрçăра çапăçнă П. Майоров, И. Ширтанов та ачасен умĕнче калаçрĕç.
Пулас салтаксемпе ял поселенийĕнче ĕçлекен Г. Калмыков Тăван çĕр-шыва яланах хÿтĕлеме хатĕр пулмалли çинчен сăмах пуçарчĕ. Л. КАЗАКОВА.